Хисепе тивĕçлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.05.2019, 13:27 Просмотров: 327

Хальхи вăхăтра çынсен шухăшлавĕ урăхла тейĕпĕр, анчах кирек мĕн каласан та, ачан мĕн пĕчĕкрен ĕç мĕнне пĕлсе ÿсмелле. Ĕç патне пач çыпçăнмасăр çитĕнекен пурнăçра ăçтан ÿсĕмлĕ пултăр.

Асаттесемпе асаннесен ăрăвĕн – инкеклĕ вăрçă тапхăрне тÿссе ирттернисен – паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕнчен пĕрмаях тĕлĕнетпĕр. Сывлăхĕ пирки те ÿпкелешмеççĕ, аслă çулĕсенче те çамрăксемпе тан вăй хума хатĕр, тетпĕр. Ĕçпе пиçĕхсе тĕрĕс хаклăхсене ăса хывнăран çакăн пек хастар вĕсем. Çăмăллăн-шухăшсăр пурăнма вĕрентекенсем, сиенлĕ йăласемпе туслаштаракансем мар, шăпах вĕсем – ĕçĕпе, ят-сумĕпе мухтавлă çынсем – паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх кăтартакансем.

Вĕрентÿллĕ тĕслĕхсем вара хамăр таврах тем чухлех. Май уйăхĕнче, акă, Кăмпалти хисеплĕ ватă Ольга Осиповна Сильвестрова пысăк юбилее кĕтсе илнĕ, тăхăр теçеткене хыçа хăварнă. Чăннипех ырă ята тивĕçлĕскер, вăрçă вăхăтĕнчи тыл паттăрĕ, мирлĕ пурнăçри ĕç ветеранĕ.

/ссе çитмесĕрех йывăр ĕçе кÿлĕнме тивнĕ унăн. Вăхăчĕ те ун чух асар-писер пулнă ĕнтĕ: фронтра çапăçакансене мĕн пуррипе тивĕçтерме кашни çĕрĕн-кунĕн, хăйне шеллемесĕр тăрăшнă, çав шутра – аслисемпе танах ачасемпе çамрăксем те. Кайран çĕршыва вăрçă ишĕлчĕкĕсем айĕнчен ура çине тăратма та пĕтĕм вăя хывнă. Тĕрĕссипе, ачалăхпа çамрăклăхĕ пулман та вĕсен.

Ольга Осиповна, Услапа ялĕнче çуралнăскер, Хăмăшри сакăр класлă шкулта пĕлÿ пухнă. Вырăнти хуçалăхри ĕçсене пилĕк класс пĕтерсенех хутшăнма тытăннă хĕрача. Çулĕсене кура мар хушнă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Йывăç касса вăрман хатĕрлесси, ирхи шуçăмпа тухса сĕм çĕрлеччен ана çинче пилĕк авасси çăмăл пулман, паллах, тĕрекленсе çитмен çамрăкшăн. Анчах нимле ĕçрен те хăраса тăман.

Каярахпа Ольга Осиповна Чăрăшкас Хирлепри тата Хăмăшри шкулсенче техслужащире тимленĕ. Ĕç стажĕн пысăк пайĕ вара «Новый путь» колхозра тăрăшнă вăхăта лекет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте алă усса ларман: чылай çул колхозри ял хуçалăх ĕçĕсенчен юлман.

Ольга Осиповна пурнăçне Кăмпал каччипе Геннадий Сильвестрович Сильвестровпа çыхăнтарнă. Мăшăрĕпе тăватă ачана кун çути парнеленĕ: виçĕ ывăлпа пĕр хĕр вĕсен. Пурне те ура çине çирĕп тăратнă, пĕлÿ панă. Хăйсен тĕслĕхĕпе ĕçе юратма вĕрентсе тивĕçлĕ çынсем ÿстернĕ.

Ачисем тăрăшуллă, юлхав мĕнне пĕлмеççĕ. Ывăлĕсем строительство енĕпе хастар тимлеççĕ, хĕрĕ сăваплă профессие суйласа илнĕ – медицина ĕçченĕ.

Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем те ултшар Ольга Сильвестрован. Ватă çыннăн пурнăçне савăнăç кÿреççĕ вĕсем, тата нумай çул пурăнма хавхалантарса тăраççĕ.

Юбилей кунĕнче районти хисеплĕ çынна тăванĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов та саламланă. Ольга Осиповна патне вăл Раççей Президенчĕ Владимир Путин ятĕнчен саламлă çырăва çитернĕ.

Ирина ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика