Урамра хĕлĕн малтанхи сиввисем пуçланнă май ялти хуçалăхсенче час-часах сысна çухăрнине илтме тата таврара ĕнĕк шăршă сарăлнине туйма тивет. Çапла вара камăн кил картинче тăванĕсемпе пĕрле пуçтарăнса сысна е урăх выльăх пусса тирпейленине пĕлетĕн. Çавна май ку яваплă ĕçе пуçăниччен вулаканпа ветеринарипе технологи ыйтăвĕсене шута илесси çинчен калаçасшăн.
Килте ÿстернĕ выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке тĕрĕс пусса тирпейлессине Раççей Федерацийĕн 1993 çулхи çу уйăхĕнчи 4979-1-мĕш номерлĕ «Ветеринари служби çинчен», Чăваш Республикин 1997 çулхи 7-мĕш номерлĕ саккунĕсемпе тата Раççей Ял хуçалăх министерствин 2022 çулхи ака уйăхĕнчи 269-мĕш приказĕпе çирĕплетнĕ.
Чи малтанах пурăнакан вырăнта выльăхсен ерекен чирĕсем тĕлĕшпе карантин пурри-çуккине шута илмелле. Енчен те пулсан, выльăха пусма тăхтамалла. Ăна антибиотиксем панă е ытти химиллĕ препаратсемпе имçамланă чухне те пусма юрамасть, мĕншĕн тесен ун какайĕ сывлăхшăн сиенлĕ пулма пултарать. Сыснасене пусиччен 30 кун, чăх-чĕпе 10 кун маларах пулă çитерни те аш тутине пăсать - ун шăрши туйăнĕ. Ĕне выльăха 15 сехет, сыснасене 10 сехетрен кая мар выçă тăратмалла, пуснă хыççăн вар-хырăмлăхне 45 минутчен кăларма тăрăшмалла. Çакă вар-хырăмĕнчи микрофлора какай çине куçса унăн пахалăхне улăштарассине чарать. Пуçтарăннă каяшсене, мăйракисемпе чĕрнисене полигон валли пухакан çÿп-çап контейнерĕсене пăрахмалла мар.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ИВАНОВ,
АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ,
1985-2008 çулсенче Шупашкарти аш-какай
комбиначĕн тĕп ветеринари врачĕ
Ноябрь 2026 |
