«Çĕнĕ çул тĕлне Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр!»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:05 Просмотров: 6

Ятарлă çар операцине пулăшакан кашни тĕслĕх ăшăлăхпа тулнă. Çакна волонтерсен кулленхи ĕçĕпе çирĕплетме пулать.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вăрнарсен пысăк ушкăнĕ маскировка сеткисем çыхассипе тăрăшать. Ку ĕçе хутшăнма май килменнисем урăх тĕрлĕ пулăшу кÿме тăрăшаççĕ.

Шĕнер Ишекри Анатолий Каницов, акă, салтаксем патне хăватлă бензогенератор яма шут тытнă. «Маларах пĕр салтакпа калаçнăччĕ, фронт условийĕсенче мĕнле пурăнни пирки кăсăкланнăччĕ. Сăмах çине сăмах, вĕсем çĕрпÿртсенче çутăсăр пурăннине пĕлтĕм. Пенсирен пухăннă укçа пурччĕ, шутларăм та тÿрех кайса туянтăм», - пĕлтерет Анатолий Гаврилович.

Тĕрĕссипе, бензогенератор çар условийĕсенче питĕ кирлĕ те хаклă япала. Вăл салтаксене радиостанцисене, оборудование зарядка илтерме, территорие çутатма пулăшать. Паллах, апат-çимĕç хатĕрлеме те.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика