Кашнин рационĕнче пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:50 Просмотров: 5

Кулленхи рационта пулă пулни питех те пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн-ши/ Пулă - сĕтел çинчи апат-çимĕç çеç мар, вăл сывлăхшăн хамăр яваплă пулнине туйма пулăшакан сăлтавсенчен пĕри пулса тăрать.

Паха продуктăн усăлăхĕ пирки Вăрнар район больницин врач-терапевчĕ Екатерина Александрова каласа парать: «Пулă белокпа пуян. Вăл тытăмĕпе аш-пăшринчен урăхларах. Организм ăна çăмăлрах йышăнать. Пулă омега-3 çуллă кислотасемпе пуян. Вĕсем чĕре, тымарсен тата пуç мимин ĕçне йĕркелеме пулăшаççĕ. Тăтăшах пулă çини чĕрепе юн чирĕсене асăрхаттарать, ăс-тăн çивĕчлĕхне тата нерв системин çирĕплĕхне упрать.

Витаминсемпе минералсем пирки уйрăммăн каламалла. Пулăра шăмăсене тата иммунитета кирлĕ D витамин, щит евĕрлĕ паршăн пĕлтерĕшлĕ йод, çавăнпа пĕрлех фосфор, селен, цинк пур. Çак микроэлементсемпе уйрăмах тинĕс пулли пуян. Ахальтен мар, рационта тăтăшах пулă пур регионсенче пурăнакансем сахалрах чирлеççĕ тата нумайрах пурăнаççĕ.

Организмшăн усăллине палăртрăмăр ĕнтĕ. Унпа пĕрлех пулă апатлану культурипе, ăруран ăрăва куçакан йăлапа та çыхăннă. Ăна ансат рецептсемпе хатĕрлеме пĕлни, çемье сĕтел хушшине пĕрле пухăнни сывлăха упрама, çирĕплетме пулăшакан хутшăнусене йĕркелет.

Паллах, продукт пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ. Пулă усăллă пултăр тесен чылай условисене пăхăнмалла, ăна чĕрĕлле тĕрĕс шăнтнине, кирлĕ условисенче упранине, порцисем пысăк пулманнине шута илмелле. Кун пек чухне çеç вăл организма ырă витĕм кÿрет. Эрнере 2-3 хут пулă кашнин рационĕнче пулмалла. Сывлăхлă пулăр!»

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика