Ентешĕсем асра тытаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:59 Просмотров: 6

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче тăшман танкĕсене хирĕç кĕрешекен ятарлă артиллери полкĕсем йĕркеленĕ. Боецсем хушшинче çак артиллеристсене хисеплесе «противотанкисты» тесе чĕннĕ. Вĕсем чи малти ретре пулнă, тапăнса килекен танксемпе пехотăна хирĕç тăнă. Вăрçă хирĕнче танка хăвăн пата 100 метр таран çывхартсан çеç тĕл персе тĕп тума çав тери пысăк паттăрлăх кирлĕ.

Çакăн пек хăюллă артиллеристсенчен пĕри - пирĕн мухтавлă ентеш Алексей Петрович Петров. Вăл 1923 çулта Уйкас Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1941 çултан фронтра, Мускав çывăхĕнче тăшманпа çапăçнă. Елец хулишĕн пынă пĕр çапăçура хулне йывăр амантнă. Госпитальтен сывалса тухсан артиллеристсен курсне пĕтернĕ. 389-мĕш истребительпе противотанковăй артполкра 76 миллиметрлă ЗИС-3 оруди наводчикĕ 3-мĕш Белорусси фрончĕн йышĕнче малалла çапăçнă. Бригада командирĕ Совет Союзĕн Геройĕ Д.Л.Маргулис полковник Алексей Петров сержант фронтра хăюлăхпа палăрнăшăн тăван килне тав хучĕ янă тата хăйĕн ятĕнчен хут купăс парнеленĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика