Çăкăр хакне пĕчĕкренех пĕлсе ÿснĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:00 Просмотров: 6

Таймапуç маттур çынсене, ĕç хастарлăхĕпе палăрса ырă ята тивĕçнисене, пире çăкăр-тăвар çитерес тесе хура тар тăкнисене. Акă, уй-хирпе фермăра тăрăшнисем агропромышленность комплексĕнче ĕмĕр тăршшĕпех вăй хурса халăха экологи енчен таса продукципе тивĕçтерес тесе çанă тавăрсах вăй хунă.

Чăн-чăн ĕç хастарĕсем çулсем иртсен те хисепрех. Владимир Иванович Няга - Çĕрпел тăрăхĕнчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Вăл нумаях пулмасть 90 çул тултарнă. Владимир Ивановича сумлă юбилейпе инвалидсен обществин округри уйрăмĕн председателĕ Людмила Николаева тата халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен пайра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Ирина Смолина, йышлă тăванĕсем саламланă, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, вăрăм кун-çул, тулăх пурнăç, тулли телей суннă.

Ятлă-сумлă ветеран ашшĕпе амăшĕ пекех пурнăçне ял хуçалăх отраслĕпе çыхăнтарнă. 50 çул ытла «Янгорчино» хуçалăх производствине аталантарма, экономикине çирĕплетме хутшăннă. Тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн, яваплăха туйса ĕçленĕшĕн ăна чылай наградăпа чысланă. Владимир Няга - Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика