Курмалли нумай - çÿреме кăна ан ÿркен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:05 Просмотров: 6

Нумайăшĕ аякри регионсенче, ют çĕршывсенче канма кăмăллать. Анчах та хамăр республикăра та паян чылай вырăна çитсе курма, ун илемĕпе киленме май пур. Çитменнине, Чăваш енре «Туризм тата тараватлăх» наци проекчĕпе юлашки çулсенче турист маршрутне йĕркелессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ.

Вăрнар тăрăхĕнче те тавракурăма анлăлатмалли, асра юлмалли вырăнсем пур.

Аваллăхпа пуласлăх

пĕр тĕвĕре

Кашниех сăнанă ĕнтĕ, пĕр-пĕр хулана е округ центрне çитсен чи малтанах музейпе паллашма тăрăшатăн. Вĕсем шăпах та ку вырăнти халăхăн культурине, историне аван кăтартса параççĕ.

Вăрнарти историпе краеведени музейĕ те округ кун-çулне аван сăнлать. Вăл 1984 çулта поселокри 1-мĕш шкулти географи учителĕ Владимир Константинович Диков пуçарнипе уçăлнă. Музей темиçе зала пĕрлештерет, çутçанталăк, этнографи тата курав залĕсем. Экспозицисенче вăрнарсен 19-20-мĕш ĕмĕрсенчи йăлари япалисемпе, ĕç хатĕрĕсемпе, районти паллă çынсен япалисемпе, асаилĕвĕсемпе, тискер чĕрчунсемпе кайăксен кÿлеписемпе тата ыттипе те паллашма пулать. Пирĕн вăхăтрисемшĕн, паллах, чылай экспонат çĕнĕлĕх мар, чылайăшĕпе эпир ача чухне кашни килте тенĕ пек усă курнă. Паянхи çамрăксемшĕн, ытти хуласенчен килекен туристсемшĕн вара вĕсем чăннипех те хаклă, пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Музейри кашни япали Вăрнар тăрăхĕн çыннисен пурнăçĕн, тумĕн, калаçăвĕн уйрăмлăхĕсем пирки каласа кăтартаççĕ.

Тĕрĕссипе, музей мĕн тĕрлĕ кăна курав йĕркелемест пулĕ! Картинăсенчен пуçласа чĕрĕ кăпшанкăсемпе лĕпĕшсем таранах. Унсăр пуçне Елена Шарипова директор чăматанри музейпа шкулсене, ача сачĕсене, социаллă учрежденисене час-часах тухса çÿрет, экспонатсемпе паллаштарнипе пĕрлех ăсталăх класĕсем те йĕркелет.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика