Ентешсен çĕнтерĕвĕсемшĕн савăнатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:49 Просмотров: 5

Пирĕн ентешсем тĕрлĕ сферăра ÿсĕмсем туни - мухтанма пысăк сăлтав. Вĕсем спортра кăтартакан çитĕнÿсемшĕн те яланах чунтан савăнатпăр.

Иртнĕ уйăх вĕçĕнче, акă, икĕ хутчен СССР Геройĕн, А.Г.Николаев летчик-космонавтăн Астăвăмне халалласа Хусан хулинче киокусинкай енĕпе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту иртнĕ. Турнирта Шупашкарти педагогика колледжĕнче 2 курсра вĕренекен Виктория Немилова та маттур ăмăртнă. Хĕрÿ тупăшура хĕр çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш картлашки çине хăпарма тивĕçнĕ.

Унччен маларах çĕршывăн тĕп хулинче «Московский кайман» ятлă тепĕр пысăк турнирта палăрма пултарнă вăл. Каллех ылтăн медале çĕнсе илнĕ. Ăмăртăва 27 регионтан 400 спортсмен хутшăннине шута илсен, ку чăнах та курăмлă çитĕнÿ. Чăваш хĕрне ятарлă парнесемпе чысланине те каламалла: чи лайăх техникăшăн тата чи кĕске тытăçушăн.

Палăртма кăмăллă: Виктория Немилован йăх-тымарĕсем пирĕн енчен. Пултаруллă хĕр - Ярмушка тăрăхĕнчи Немиловсен мăнукĕ. Хăй каласа панă тăрăх, вăл спортпа ача садĕнченех интересленнĕ. Шăпах çав вăхăтра Б.Хмельницкий урамĕнчи микрорайонта çĕнĕ спорт комплексĕ уçăлнă-мĕн. Хĕрачана вара каратэ ?киокусинкай% ытларах илĕртнĕ. Спортсменсен форми, секцири дисциплина, тренерсем спортсменсене пĕрмаях пулăшса-вĕрентсе тăни питĕ килĕшнĕ иккен.

Пĕрремĕш пысăк ăмăртурах - «Сэнсэй» клубăн турнирĕнче - 2017 çулта хĕрача иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн вăйне пушшех те ĕненме, спортра татах та сулмаклăрах утăмсем тума тытăннă. Спорт вĕренÿре те лайăх ĕлкĕрсе пыма пулăшать, тет хĕр.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика