Пĕрлехи ĕçĕн тĕллевĕ - çемьесене пулăшасси

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:53 Просмотров: 5

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш енре Раççей Думин депутачĕ Алла Салаева хута кĕнипе пĕтĕм муниципалитетра «Çемье компасĕ» пĕрлĕхлĕ консультаци акцийĕ иртнĕ. Вăрнар округĕнче ăна Тĕп библиотекăн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Кунта ачаллă çемьесемшĕн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явнă.

Çемье мĕнле пособисемпе çăмăллăхсем илме пултарать/ Социаллă тивĕçтерÿсемпе мĕнле усă курмалла/ Кăмăл пуррисем вырăнтах специалист пулăшнипе Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен порталĕ урлă заявлени пама пултарнă. Çĕнĕ пулăшу тĕсĕсемпе ЦСОН специалисчĕ Людмила Васильева паллаштарнă. Çемьесем пепкисене пăхма кирлĕ япаласене тÿлевсĕрех тара илме, ачисене кĕске вăхăтлăха ятарлă ушкăнсене хăварма пултараççĕ. Çапла майпа çемье бюджетне самаях перекетлеме май пур.

Консультацисене харăсах темиçе ведомствăн - Вăрнарти социаллă тивĕçтерÿсен центрĕн, Социаллă фондăн, округ администрацийĕн, Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн тата Социаллă хÿтĕлевĕн эксперчĕсем ирттернĕ. «Пĕрлĕхлĕ чÿрече» форматпа округри 20 çемье, çав шутра нумай ачаллисем те, хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине тĕплĕ хурав илнĕ. Çав хушăрах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле килнĕ ачасем валли ăсталăх лаççине йĕркеленĕ. Елена Степанова специалистпа пĕрле вĕсем сыхлавçă пукане тата асамлă лĕпĕш ăсталанă.

«Çемье компасĕ» - «Çемье» наци тата «Çирĕп çемье» парти проекчĕсен пĕр пайĕ. Пулăшу системине ăнланмалла, меллĕ тата усăллă тăвасси - пĕрлехи ĕçĕн тĕп тĕллевĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика