Ансатрах, çăмăлрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 16:01 Просмотров: 6

Республикăра гражданла тăрăм акчĕсене регистрацилес ĕçе паян цифра сервисĕсем хастар кĕрсе пыраççĕ.

Тĕпрен илсен - «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕ пулăшнипе. Çакна çирĕплетекен пулăмсенчен пĕри - мăшăрланас текенсем заявление Патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă ытларах пама тытăнни. Кăçалхи ноябрь тĕлне, акă, çемье çавăрма шутланисем мăшăрланăва регистрацилеме 300 ытла заявление электронлă майпа янă. Ку уйăхра туй кĕрлеттерме суйланă чи «популярлă» датăсем - ноябрĕн 11-, 21- тата 26-мĕшĕсем

ЗАГС пайĕсен сотрудникĕсем онлайн-мелĕн чылай çăмăллăх пулнине палăртаççĕ. Вăл çамрăксен вăхăтне перекетлет кăна мар, ЗАГС пайĕнче черетсенче тăмасăрах меллĕ мăшăрлану кунне тата вăхăтне маларах суйласа хума май парать.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика