Эпĕ 1985 çулта çĕршывра ĕçке хирĕç кĕрешме пуçласан питĕ савăннăччĕ. Урамсенче ÿсĕрсен шучĕ чылай чакрĕ, преступлени тăвасси те сахалланчĕ ун чухне.
Анчах халăх çак вăхăтра эрех туянма кăткăсланнăран тĕрлĕрен наркăмăшлă япаласем ĕçме пуçларĕ.
Çынсене алкоголь ĕçме чараймарăмăр пулин те чарусем пулни савăнтарчĕ.
Алкоголе хирĕçле политикăна малалла тăсмаллаччĕ. Ăна хирĕç кĕрешес ĕçре хăшпĕр мелсене улăштармаллаччĕ. Ĕлĕк чăвашсен сиплĕ пылпа сăра çеç пулнă.
Ялти çыннăн пурнăçĕ те, ĕçĕ те йывăртарах. Хуларисем ĕçе 8 сехетлĕх кайса килеççĕ те вĕсен ытти вăхăт çăмăлтарах иртет.
Палăртмалла, яллă тăрăхра пурăнаканăн вара ĕç хыççăн кил хуçалăхĕнче 2-3-мĕш смена пуçланать, çуллахи вăхăтра вăл йĕркеллĕ çывăрса та кураймасть.
Ăна ĕмĕр тăршшĕпех çурт-йĕр ыйтăвĕ тăнран ярать. Пĕр кĕтесре юсатăн - тепĕр вырăнта çĕрсе пырать. Хулари çынна утă-улăм, вут-шанкă, кирпĕч-пĕрене кирлĕ мар. Дача тунисĕр пуçне.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ЮМАНАЙ
Ноябрь 2026 |
