Куçĕ умĕнче икĕ ачи тăни тăшмана аркатма вăй панă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.11.2026, 15:59 Просмотров: 5

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул ытла иртрĕ. Кăçал, акă, Авшак Элменти культура çур-чĕ çумĕнчи палăка çĕнетрĕç. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче пуçне хунисен кăна мар, çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен ячĕсем те палăк çинче тивĕçлĕ вырăн йышăнчĕç. Чыс та мухтав вĕсене! Чăннипех те: «Никам та манăçман, нимĕн те манăçман».

Çавăн пекех пĕлтĕртен палăк умĕнче ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуç хунă салтаксене чысласа юлашки çула ăсатасси йăлана кĕчĕ. Вĕсен шутĕнче - Игорь Филиппов ?позывнойĕ «Майор»%, Рафалович ?«Раф»%, Николай Владимирович Грачев ?«Грач»%.

Алексей Юрьевич Соловьевпа ?позывнойĕ - «Фикс»% вара сывпуллашма май килмерĕ, мĕншĕн тесен унăн ÿчĕ тăван тăрăха таврăнаймарĕ. Ăна тирпейлесе пытарма та пултарайманшăн юратнă мăшăрĕ Валентина чĕререн хурланса çапла каласа пачĕ:

- Телейлĕччĕ эпир. Упăшкам водительте тăрăшатчĕ. Малтанах «Гвардеец» колхозăн Кушар Юнтапари уй-хирĕнче техникăпа ĕçлетчĕ. Колхозсем аркансан хресчен-фермер хуçалăхĕ ячĕпе халăхран сĕт пуçтарса ăна сĕт-çу тирпейлекен пункта леçетчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Александр НЕМИЛОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика