Чун-чĕре çирĕплĕхпе, харсăрлăхпа тулли пулсан, çак ăнтăлу ĕмĕрлĕх. Шăпа пÿрнĕ кун-çул тăршшĕпех малтан-мала хавхалантарса пырать, хăйсене шеллемесĕр тĕрĕсмарлăхпа кĕрешме, ырă ĕçсем тума хĕтĕртет. Харпăр хăй пурнăçĕ те, канăçлăхĕ те мар, Тăван çĕршыв, тăван халăх ырлăхĕпе тăнăçлăхĕ чи мала тухать.
Хальхи лăпкă мар вăхăт та кăтартрĕ: сахал мар пирĕн хушăра ун пек хастарсем. Вĕсенчен пĕри - хамăр тăрăхра, Мăн Явăшра, çуралса ÿснĕ Александр Георгиевич Алексеев. Паянхи паттăрсен ретĕнчи ентеш, ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хÿтĕлеме хутшăннă салтак. Çулĕсемпе аслăрах пулнине пăхмасăрах çамрăксемпе тан хăй ирĕкĕпе çар çыннисен йышне тăнă вăл. Мотострелоксен батальонĕн уйрăмĕнче пулнă, гварди сержанчĕ.
Çапăçу хирĕнче хăйне харсăр кăтартнă, çар хушăвĕсене тÿррĕн те чыслăн пурнăçланă вăл. Анчах, шел те, вĕсенчен пĕринчен, Донецк Республикинчи Горловка районĕнчи Нелеповка поселокĕ çывăхĕнчи çапăçуран, чĕрĕ-сывă тухайман. 2024 çулхи октябрьте паттăрла пуçне хунă. Унăн ятарлă çар операцийĕнчи мухтавлă ĕçĕсене патшалăх шайĕнче те Хăюлăх орденĕпе палăртнă. Сумлă награди вара ĕмĕртен-ĕмĕре унăн çемйинче упранĕ - ордена паттăр салтакăн мăшăрĕпе хĕрне панă.
Çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ, Александр Георгиевич Мăн Явăш ялĕнчен, 1967 çулта йышлă çемьере кун çути курнă. Тăван ялти вăтам шкулта тăрăшсах вĕреннĕ. Ачалăх çулĕсенченех маттурлăхпа палăрнă: хăюллă, типтерлĕ, çирĕп дисциплинăллă пулнă тесе аса илеççĕ ун пирки тăванĕ-пĕлĕшĕсем. Тата тепĕр чун туртăмĕ те пулнă унăн - спорта юратнă. Тĕрлĕ шайри ăмăртусене кăмăлпах хутшăннă, лайăх результатсемпе савăнтарнă.
Шкултан вĕренсе тухсан Александр Вăрнарти совхоз-техникума çул тытнă. Кунта професси пĕлĕвĕ илнĕ хыççăн вара зоотехник пулса тăнă. Пĕр вăхăт, хĕсметрен таврăнсан, çамрăк специалист кÿршĕри Çавалкас ялĕнчи колхозра вăй хунă, ферма заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçласа пынă. Çар службинче вара вăл, каласа хăвармалла, виçĕ çул ирттернĕ - Çурçĕр тинĕс флотĕнче.
Ачаран çирĕпленнĕ кăмăл-туйăмĕ çапла пулнă-ши - Александр нихăçан та йывăрлăхсенчен хăраман. Хастар, çивĕч, яланах пулăшма хатĕр. Çак сăлтавпах ĕнтĕ Чечняри хирĕçтăрусем пынă тапхăрта та вăл аякра тăрса юлайман. 1994 çулта службăна кĕме контракт çырнă. 1996 çулчченех Чечня Республикинче боевиксен ирсĕрлĕхне путлантарас тесе хамăр çар йышĕнче çапăçнă.
Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан та ку лару-тăрăва чĕрене çывăх йышăннă Тăван çĕршыв чĕнĕвĕпе кар тăма хăнăхнă салтак. «Çамрăк мар, 56-ра пулин те вăл хăйĕн пулăшăвĕ, опычĕ кирлине туятчĕ пулинех. Шупашкарта «Акконд» фирмăра ĕçлесе пурăннăскер, çирĕп йышăну турĕ. Оборона министерствипе контракт çырчĕ, 2024 çулхи августра вара çапăçу хирне тухса кайрĕ. Шел те, çывăх çыннисем патне таврăнмалла пулмарĕ. Вăл çар тивĕçне хăюллăн, маттуррăн пурнăçланине çырчĕç служба вырăнĕнчен», - пĕлтерчĕ, акă, пиччĕшĕ Николай Георгиевич, куççульне пытараймасăр.
Тĕрĕссипе вара, хастар ентешĕн çивĕчлĕхĕпе харсăрлăхĕ, çынлăхĕ ачаран тĕвĕленнĕ, çемьерен тухнă тесен те йăнăш мар. Умра, акă, Александрпа пĕртăванĕсен яланах паттăрлăх тĕслĕхĕ пулнă - Аслă вăрçăра юн тăкнă пулеметчик, тăван халăхпа пĕрле фашистсене çĕнтернĕ ашшĕ. Георгий Алексеевич Алексеев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне ?2 степень% тата чылай медале тивĕçнĕ салтак. Ĕç ветеранĕ. Мирлĕ пурнăçра та вăл тăван ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Калининăри МТС-ăн чи ятлă-сумлă тракторисчĕсенчен пĕри - 28 çул ытла районти çĕрсене сухаласа çÿренĕ, акма-лартма хатĕрленĕ.
Тепĕр тесен, пурнăç парнеленĕ амăшĕ те - чăн-чăн паттăр, урăхла нимле те калаймăн. Нина Дмитриевна Алексеева - «Амăшĕ-героиня» ята тивĕçнĕ мухтавлă чăваш хĕрарăмĕ. 15 ачана - сакăр ывăлпа çичĕ хĕре - кун çути панă вĕсем мăшăрĕпе. Кашнинех ăслă-тăнлă, яваплă, тивĕçлĕ çынсем пулма вĕрентсе ÿстернĕ. Ачи-пăчи пÿрт тулли пулсан та, колхоз ĕçĕнчен те юлман Нина Дмитриевна. Махорка, ытти культурăсене çитĕнтерекен звеньевойĕнче уй-хиртен тухмасăр тăрăшнă.
Çакăн пек тивĕçлĕх, ĕçченлĕх, çынлăх мĕнне пĕлекен çемьере ÿссе пурнăç хаклăхĕсене илнĕ пирĕн паттăр ентеш Александр Алексеев. Унăн Тăван çĕршывшăн панă кун-çулĕ, хисеплĕ ĕçĕсем çывăх çыннисен чĕринче кăна мар, мĕнпур ентешĕсен астăвăмĕнче яланлăх упранмалла. Паттăрсем вĕсене астунă чух чĕрĕ...
Ирина ЯКОВЛЕВА
Март 2026 |
