Йÿçĕтнĕ купăста пĕтнĕ. Мĕн тумалла?
Нÿхрепре купăста пур-тăк, ÿркенменнисем усăллă çимĕçе тепĕр хут хатĕрлеççĕ.
3 литрлă банкăна 2-3 кг туранă купăста кĕрет. Ăна савăта лайăх пусарса тултармалла. Вăтамран 50-70 грамм тăвар, 150-200 грамм кишĕр кирлĕ.
Енчен те купăста нумай-тăк, витрере те йÿçĕтме юрать. Анчах та вăл эмальпе витни е ятарлă апат-çимĕç валли хатĕрленĕ савăт пултăр. 10 литрлă витрене 4-5 апат кашăкĕ чухлĕ тăвар кирлĕ.
Рассол ?2 кг купăста валли%: 1,5 литр шыв, тăвар тата сахăр 2-шер апат кашăкĕ. Çавăн пекех пăрăç, лавр çулçи яма пулать.
Чăваш халăхĕн сĕтелĕнче йÿçĕтнĕ купăста яланах пулнă та, пулать те. Вăл чылай чир-чĕртен сипленме пулăшать. Уйрăмах çуркунне, витаминсем çитмен тапхăрта, организма тутлăхлă япаласемпе пуянлатать. Çăварта кăчăр-кăчăр тăвакан йÿçĕтнĕ купăстара кали, марганец, хром, натри, кÿкĕрт, тимĕр, кальци, кобальт, лити, цинк, кремни, фтор, йод, хлор, бор тата ытти элементсем пур. Тата ку пахчаçимĕç аскорбин кислотипе пуян. Йÿçнĕ вăхăтра сĕт тата уксус кислотисем тухаççĕ. Вĕсем хырăмлăхра çĕрекен бактерисене аталанма чараççĕ.
Йÿçĕтнĕ купăстапа диета апатĕнче усă кураççĕ. Вăл 90 процент таран шывран тăрать, ку пахчаçимĕçре белок - 1 процент, углевод - 4 процент. Кĕлетке виçи ытлашши пулнипе аптракан çынсен апатра йÿçĕтнĕ купăстапа усă курмалла. Çимĕçре çусене çунтаракан япаласем те пур.
Кăчăр-кăчăр купăста иммун системине çирĕплетет, ыратнине чарма пулăшать. Ăна çисен юнра глюкоза, холестерин шайĕ чакать. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, атеросклероз, диабет пулсан йÿçĕтнĕ купăстапа апатланмалла. Тата юлашки тĕпчевсем çакна çирĕплетеççĕ: йÿçĕтнĕ купăста онко-клеткăсене аталанма чарма пултарать иккен.
Паллах, хăшпĕр çынсен - хырăмлăх сĕткенĕ йÿçĕ пулнипе çыхăннă чир-чĕрпе, хырăм ай парĕ, пÿре аптăратнипе, ват хăмпинче чул пуçтарăннипе нушаланакансен - йÿçĕтнĕ çимĕçпе виçеллĕ усă курмалла. Гипертониксен те асăрханмалла. Ыттисен вара йÿçĕтнĕ купăстапа апатланма юрать.
Март 2026 |
