Сывлăха упрăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 13:55 Просмотров: 14

Тухтăрсем те пăшăрханнине пĕлтереççĕ: кил-хуçалăхра кунĕн-çĕрĕн юрпа «кĕрешнипе» çынсен сывлăхĕсем япăхланнă тĕслĕх-сем те нумайланнă.

Çак вăхăтра чылай çын больницăсене килнĕ, вĕсене медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă. Суранланнă пирки кăна мар, вăрах чирсем йывăрланнипе те. Çавăнпа та специалистсем асăрхаттараççĕ: хăвăра хĕрхенмесĕр тăрмашни ырри патне çитермест. Кирек мĕнле ĕçре те виçе кирлĕ. Уйрăмах - пÿсĕрсем, ал-ура, чĕре-тымар, куç чирĕсем, сахăр диабечĕ пур пулсан. Хăрушлăхĕ вара - йывăр ĕçленинче кăна мар, çанталăк сиввинче те. Пĕчĕк температурăра хĕремесленсе вăй хуни юн тымарĕсене хытă сиенленине палăртаççĕ.

Асăрханмалли сĕнÿсем:

Тĕрĕс тумтир тăхăнмалла: вăл ăшă пулмалла, анчах тарлаттармалла мар. Темиçе хут тăхăнсан лайăхрах - çиелтине хывса хума пулать.

Шăмшака хÿтĕлеме ортопеди корсетне тăхăнсан та лайăх.

Васкамасăр ĕçлемелле - кашни 15-20 минутра тăхтавсем туса.

Ĕç инвентарĕ меллĕ те çăмăл пулни те пĕлтерĕшлĕ: кĕреçи - пластикран, аври - йывăçран е телескопиллĕ. Кĕреçе хĕррине йĕлтĕр маçĕпе е типçупа сĕрме юрать - капла юр çыпăçмасть.

Тасатнă чух юра кĕреçе çине ытлашши ăсса илмелле мар, тăрук хусканусем тăвассинчен те асăрханмалла. Мыщцăсем хытса ларасран алăсене ылмаштарса ĕçлемелле.

Юра çĕклесе пăрахмалла мар - умалла тĕксе е хырса пымалла.

Чĕре-тымар чирĕсемпе аптратăр-тăк, кĕреçене алла тытмалла та мар. Юра тасатма камран та пулин пулăшу ыйтмалла е техника чĕнмелле.

«Хускану туни сывлăхшăн яланах усăллă, анчах виçине пĕлсен кăна. Кашнин организмĕ тĕрлĕрен. Çавăнпа та «паттăрланма» кирлĕ мар. Васкамасăр, харпăр хăйĕн вăйне туйса юрпа «кĕрешмелле», - асăрхаттараççĕ тухтăрсем.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика