Вăл 31 çулта «Чăваш АССР тава
тивĕçлĕ артистки», пурнăç çулĕпе çур ĕмĕр утнă хыççăн «Чăваш халăх артистки» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Çĕр-çĕр роль калăпланă Лидия Федоровна Красова. Хăйĕн тĕп ролĕ Николай Терентьевăн «Çĕпĕр дивизийĕ» драминчи Улькка сăнарĕ тесе шутлать. 10 çул вылянă вăл хĕр-салтак сăнарне. Вăрçăран таврăнайман Виктор рольне 3 ăру артисчĕсем калăпланă, маларах Валериан Пайгусов, унтан - Валерий Лукиянов, каярах - Владимир Григорьев. Улькка сăнарне çеç улăштаракан пулман. Улькка - Лидия Красова.
- Лидия Федоровна, ăçта, камăн килĕнче çуралса ÿсмелле пулнă творчествăн тумхахлă çулĕпе çавăн пек çитĕнÿсемпе утмашкăн/ Мĕнле сывлăшпа сывламалла/
- Ман ачалăхăм Вăрнар районĕнчи Тăвальушкăнь Ялтăра урамĕсенче чупса, Аçăмçырмипе Юманай шкулĕсенче ăс пухса иртнĕ. Çут тĕнче парнеленĕ аннемĕн Анна Якимовна Давыдован кунĕ-çĕрĕ «Искра» колхоз хирĕнче иртетчĕ, атте - Федр Петрович таврари паллă тимĕрçĕччĕ.
Чи телейлĕ самантсем юратнă кукамайпа, Якимова Авдотья Ефимовнăпа, çыхăннă. Ирпе-ирех ăшă, тин сунă качака сĕчĕ, каçсерен вара вĕри кăмака çинче ăшăнса кукамай юптарса паракан юмахсем, юптарусем, тупмалли юмахсем… Вĕсем хальхи пекех манăн асăмра, чуна ăшăтса, çу пек сĕрсе тăраççĕ…
Кукамай ман вĕреннĕ çын пулнă, Илле Тăхти патĕнче Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче 4 çул ăс пухнă. Вырăсла та питĕ лайăх калаçма вĕрентнĕ ăна кулăшпа сатира ăсти. Кукамай мана сăвăсем калама вĕрентетчĕ. Ун тавра ялан ял ачисем явăнатчĕç. Вăл вĕсене вăйăсем выляттаратчĕ, сăвăсем калаттаратчĕ. Аван каласа парсан - пашалупа сăйлатчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче радиосăр пуçне нимĕнле информаци çăлкуçĕ те пулман-çке ялта. Мана уйрăмах «Микрофон умĕнче - театр» кăларăм ăсран кăларатчĕ. Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Леонид Агаковăн «Пĕрре, çуркунне»... Артисчĕсем рольсене мĕнле ăста вулатчĕç тата. Николай Степанов сасси уйрăмах килĕшетчĕ. Елена Шорникова, Виктор Родионов, Вера Кузьмина, Нина Григорьева сассисем халĕ те çамрăклăха çавăтса кĕреççĕ... Геннадий Терентьевăн Ухтерĕ, Ефим Никитинăн Кĕлпукĕ...асамлă сăнарсем. Вера Голубеван «Асанне юмахĕсем», паллах, юратнă кукамая аса илтеретчĕç. Тата... пирĕн пата ыйткалакан Манюк аппа çулсерен кĕретчĕ ?ваттисем каланă тăрăх, вăл Çĕмĕрле тăрăхĕнчи Хутар чиркĕвĕнче выртса-çывăрса тăнă%, анне ун валли ятарласа мунча хутса яратчĕ, кĕпи-йĕмне çуса типĕтетчĕ, апат çитеретчĕ. Каçсерен çав Манюк аппа курни-илтнине темĕнле асамлă саспа, васкамасăр, чăн-чăн артистла каласа паратчĕ. Пирĕн пата ăна итлеме ятарласа кÿршĕ-аршă карчăксем пыратчĕç, тĕлĕнсе, пĕççисене çапса ларатчĕç вара. Вăл каласа панинче темĕнле асамлăх, тĕттĕм, нушаллă пурнăç, пач урăх тĕнче пурччĕ пек.
Ман кукамайăн юмахĕсем пач урăхлаччĕ, çутăччĕ, чипер пикесемпе патша майрисем, айван Йăвансем çинченччĕ вĕсем.
Кукамай пилĕк çултах вулама вĕрентрĕ мана, çавăн хыççăн эпĕ ялти вулавăшран тухма та пĕлмен. Юмахсене пĕтĕмпех вуласа пĕтерсен - клуб заведующийĕ ?вăлах библиотека пуçлăхĕ% Нина Гашкова ман валли Калининăран кĕнекесем илсе килме тытăнчĕ. Асăватăп, Михаил Шолоховăн «Поднятая целина», Этель Войничăн «Овод», Леонид Агаковăн «Ылтăн вăчăра», «Партизан Мурат» кĕнекисене каçăхса кайса вулаттăм. Çĕрĕ-çĕрĕпе, лампа-краççын е хăйă çутипе ?электричество 61-мĕш çулта çеç кĕртнĕ% вулаттăм. Тен, çав асамлă вăй, кĕнекери илемлĕ пурнăç, романтика илĕртнĕ пулĕ сцена тĕнчине…
Пĕр саккăрмĕш классенче тус-юлташсемпе юмахсенчен сценка туса клубра ял çыннисем валли кăтартаттăмăр. Халăх хаваспах ал çупса хавхалантаратчĕ. Тен, çавăн чух чунри «çăлкуç» тапраннă…
- Актриса... Яланах çак ăнлавра темле асамлăх упранать пек. Хĕрупраçсем аталаннă социализм тапхăрĕнче - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче ĕнтĕ - ялти фермăра доярка, агроном пулма, колхоз садĕнче улма-çырла çитĕнтерме ĕмĕтленнĕ. Эсĕ вара актриса пуласшăн ăнтăлнă. Мĕнле тĕвĕленнĕ çак шухăш/
- Театр!... Ачаран талпăннă ĕмĕт! Сцена ăстисем калашле, «Сцена вăл нумайăшне илĕртет, анчах пурне те çывăха ямасть!». Унта ярса пусас тесе, унти асамлă сывлăша туяс тесе нумай-нумай «тăвар» çимелле пулчĕ. Мана та сцена нумайччен хăй çывăхне ямарĕ…
Чи малтанах пĕлÿ кирлĕ, сцена саккунĕсене алла илмелле! Апла пулсан – вĕренмелле. Çак тĕллевпе Шупашкарти çамрăксен театрĕнчи студие вĕренме кĕме май килчĕ. Унта пирĕнпе театрăн чăн-чăн ăстисем, педагогсем кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек ĕçлерĕç, вĕрентрĕç. Тĕрĕссипе, вĕренÿ тапхăрĕ артистшăн нихăçан та пĕтмест. Хăвна çирĕп тытас пулать, куракан валли хатĕрлемелле-çке. Мĕншĕн сцена çине тухатăн/ Мĕн каласшăн эсĕ ку сăнарпа/ Кураканпа артист хушшинче темле асамлă çыхăну, чун кĕперĕ пулмалла. Вара спектакль курма килнĕ çын театр авăрне чăмать, артист сăнарĕпе пĕрле кулянать, савăнать. Паллах, çак «кĕпере» тупас тесе кашни кунах тар тăкса ĕçлемелле. Сцена çинче утма, тĕрĕс сывлама, калаçма, хăвăн сассуна тĕрĕс усă курма, кĕлеткене пăхăнтарма тата чи кирли – шухăшлама пĕлес, вĕренес пулать. Паллах, драматург çырнă пьесăри шухăша режиссерпа пĕрле шыратăн, йышпа, партнерсемпе, кунĕн-çĕрĕн!
Театр вăл асамлăх тĕнчи! Куракан хăйĕн пурнăçĕнче çуккине театрта курать, чунĕнче вара ырлăх çуралать - йĕрет, савăнать, чунне тасатать. Çак ăнланма йывăр асамлăх илĕртет куракансене те, пире те!
- Журналист пулса чăваш ял-хулисем тăрăх чылай хутларăм. Красова хушамата пĕлсех кайман. Историре, паллах, Юлий Цезарĕн çывăх тусĕ Марк Красс пур-ха. «Тĕнчере çĕр тĕрлĕ кĕнчеле» тетпĕр те, хушамат авалхи Римранах тăсăлмасть-и/
- Чăваш халăхĕ мана ытларах Красова хушаматпа пĕлет. Ăна мана аслă хĕрĕн ашшĕ, ман мăшăр «парнеленĕ» ?кулать...%. Вăл Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче çуралса ÿснĕ кĕрнеклĕ вырăс çынниччĕ... Шел, халĕ çĕр çинче çук ĕнтĕ.
Хушамат историйĕпе кăсăкланман халиччен, тен, тĕпчеме пуçлăп малашне. Красова хушамат янăравлă, килĕшет-çке.
- Çамрăксен театрĕн студийĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ эсĕ. Вĕсем саншăн чăннипех те пурнăç университечĕсем пулса тăчĕç. Аслă шкул преподавателĕсене астăватăн-и/ Мĕнле тĕссемпе сăрланчĕç вĕсем сирĕн/ Лида-студентка асĕнче мĕнлерех ÿкерĕннĕ профессорсем/
- Паллах, пурнăçра манпа пулни-иртни, нуши-асапĕ, пурте ман чун витĕр сăрхăнса тухнă, тарăн йĕр хăварнă, паха опыт, артистшăн питĕ кирлĕ «материал…». Енчен те чунĕ пушă пулсан, сцена ăсти куракана ĕнентерме, чунне витерме, пăлхантарма пултараймасть. Театр çумĕнчи студи, университетра вĕреннĕ тапхăрти пĕлÿ, унти хутшăнусем – пурте пурнăçра кирлĕ пулнă, унсăрăн аталанма май та çук.
Вĕреннĕ вăхăтри преподавательсене пурне те ырăпа асăнатăп, тав тăватăп. Тĕрлĕрен самантсем пулнă унта, кулмаллисем, йĕмеллисем. Владимир Канюковпа Геннадий Хлебников литературоведсем, Николай Егоров тюрколог, Николай Петров, Иван Андреев чĕлхеçĕсем, вырăс чĕлхине вĕрентнĕ Анисия Алексеева, тĕнче литературин пĕлÿçи Юрий Каньков, харсăр Виталий Станьял. Диплом ĕçĕн ертÿçи - ырăран ырă Иван Ильич Одюков профессор...
Эпир Вера Кузьминапа туслă пулсан та, ывăлĕ, Атнер Хусанкай, «Тюркологи» дисциплинăпа тăнран кăларатчĕ ?кулать%... Пурне те ырăпа çеç аса илетĕп.
Паллах, çăмăлах пулман манăн вĕренÿ тапхăрĕ. Кашни кун ирхине театрта репетицире пулмалла, кашни каç тенĕ пек спектакльсем. Иккĕмĕш хĕрĕм те çуралнăччĕ. Экзаменсем, диплом ĕçĕ, госэкзамен, мăшăрпа уйрăлни… Çав тери йывăрччĕ. Çав тапхăр мана чăнласах хытă туптарĕ, якатрĕ, шухăшсене улăштарчĕ, утăма çирĕплетрĕ.
- Сирĕн ят яланах Ярослав Смеляковăн «Лида» сăввинчи йĕркесене аса илтерет. «Хорошая девочка Лида, в отчаянии он написал»… Лидăшăн ассăн-ассăн сывлакансен çарĕ дивизипех танлашать пулĕ.
- Çамрăклăх, айванлăх, ĕненÿ, савăк вăхăт! Манăн пĕрремĕш педагог Зоя Дмитриевна Ярдыкова режиссер пулнă. Вăл пирĕншĕн анне вырăнĕнчеччĕ. Пире питĕ упратчĕ, хĕрхенетчĕ, ачисем пек ăс парса вĕрентетчĕ. Хамăра çын умĕнче мĕнле тытмаллине, хĕрупраç тирпейлĕхне...хĕрпе каччă хушшинчи хутшăнусем таранах. Пире каччăсемпе çÿреме чаратчĕ, ку ĕçре чăрмав кÿрет тесе ăнлантаратчĕ. Эпир ăна итленĕ, каччăсемпе паллашма хăранă. Зоя Дмитриевна, тĕрĕссипе, пирĕн çамрăклăха, чыса упракан пирĕшти пулнă темелле.
Эх, çамрăклăх, шухă çамрăклăх! Каччăсем патне çав-çавах çырусем çÿрететтĕмĕр, тĕлпулусене васкаттăмăр, чечек парнелесен - савăнаттăмăр. Питĕ романтикăллă вăхăтсем пулнă! 2-3 çул эпĕ хамăн педагога итленĕ, чăннипех ăна ĕненнĕ, хирĕçлемен. Çав тери ăслă хĕрарăмччĕ пирĕн театрти Анне. Пуçа таятăп унăн умĕнче!
- Рольсем çине куçар-ха. Лидия Красова актриса тĕнче, вырăс тата чăваш классикĕсем çырнă хайлавсенчен лартнă спектакльсенче тĕп рольсем калăплать. Каппуллети леди ?У.Шекспир «Ромеопа Джульетта»%, Ольга ?А.Чехов «Пĕртăван виçĕ хĕр»%, Улькка ?Н.Терентьев «Çĕпĕр дивизийĕ» тăрăх лартнă «Сансăр пурнăç çук»/ Мĕнле рольсене ытларах килĕштеретĕн/
- Эсир аса илтернĕ рольсем пурте маншăн çав тери çывăх, юратнă сăнарсем. Вĕсем хушшинче чи юратнă сăнар – Николай Терентьев пьесипе лартнă «Çĕпĕр дивизийĕ» спектакльти Улькка. Манăн пĕрремĕш пысăк сăнар, вăл халĕ те манпа, ман чунра. Спектакле лартнă вăхăта халĕ те ăшшăн аса илетĕп. Кашни сăнарĕ хăватлă, вăйлă, кăсăклă. Пирĕнпе пĕрле рольсене ытараймасăр Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем Вера Кузьмина, Виктор Родионов хăйсен репетицийĕсем хыççăн каçхине вуннă тĕлне пирĕн пата репетицине килетчĕç.
Çак постановка репертуарта вуникĕ çул пычĕ. Тĕрлĕ вăхăтра унта Виктор Родионов - Якку ватăна, Раиса Федорова - Верăна, Сергей Федоров артист Виктора вылярĕç.
Чуна çывăх сăнарсем ман ĕмĕрте чылай пулнă. Вĕсем пурте тĕрлĕрен, кашнин валли тĕрлĕ тĕссем шырамаллаччĕ, тупмаллаччĕ. Малтан вăл ман чуна вырнаçтăр, манра янратăр, кайран куракан чунне вăраттăр.
- Лидия Федоровна Красова тĕрлĕ жанрсене те çăмăллăнах парăнтарнине палăртмалла. Калăпăр, Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çарĕнчи» Ашапатман, Борис Чиндыковăн «Масаркасси ясарĕн 77-ĕш матки» камитри Татьяна пĕр-пĕринчен 180 градус таранах уйрăлса тăраççĕ. Мĕнле жанр артисчĕ вăл Лидия Красова/
- Жанр… Нумай çул театр ÿнерĕн асамлă сывлăшĕпе сывласа пурăнаканшăн пур жанр та интереслĕ пуль, пурне те хаваспах тытăнса, тутанса пăхас килетчĕ. Паллах, драма мана яланах илĕртнĕ, унта тулли пурнăç, историри чакалану, хăватлă характерсем…
Кашни артист тенĕ пек вăйлă, кăсăклă драмăсемпе ĕçлесшĕн, пысăк, кăткăс сюжетлă спектакльсенче сăнар тăвасшăн çунать. Эпĕ вара ку енчен питĕ телейлĕ. А.Чехов, Н.Достоевский, А.Островскипе А.Горький хайлавĕсемпе калăпланă сăнарсем, ют çĕршыв çыравçисен – У.Шекспирăн, Э.Лессингăн тата ыттисен те. Хамăр драматургсем мана питĕ çывăх: Н.Терентьев, Н.Угарин, Н.Сидоров, Б.Чиндыков.
Пурăна киле мана камитсем те çав тери килĕшме пуçларĕç. Камитсенче аташасси, сăнарсемпе киленесси маншăн питĕ аванччĕ. Анчах питĕ асăрханса, виçеллĕ «аташмалла», ытлашши пуласран хăраса. Çамрăк чух питĕ вăтанаттăм ун пек сăнарсемпе ĕçлеме, хатĕрех пулман пулĕ, именнĕ. Вячеслав Оринов режиссерпа ĕçленĕ тапхăрта, Борис Чиндыков театра хăйĕн «Масар кассине..» илсе килсен маншăн камит-фарс, тепĕр жанр, уçăлчĕ. Питĕ интереслĕ спектакль пулса тухрĕ. Халăх спектакле тĕлĕнмелле лайăх йышăнчĕ. Ку пирĕншĕн тепĕр майлă шкул-вĕренÿ пулнăччĕ.
Марина Карягинан «Кĕмĕл тумлă çар» поэми тăрăх калăпланă постановка вара мана валли тахçанах кĕтнĕ «асамçă» сăнара илсе килчĕ. Мистика яланах илĕртнĕ мана. Ачалăхри тĕнчепе, темĕнле вăрттăнлăхпа çыхăннă. Астăватăп, асанне тĕрлĕрен пуканесем туса киремете парнелетчĕ, куç ÿксен – тĕтĕретчĕ. Ман Ашапатман сăнарĕнче çапла асамлă вăй пулмаллаччĕ, несĕлсен чăвашлăх тытăмĕн вăйĕ.
Стас Васильев режиссерпа та ĕçленĕ. Унăн ăнлавĕ те мана çывăхчĕ. Сăнарсен пуххи пĕр 200-тен те иртнĕ пулĕ. Вĕсем ман чун тĕпренчĕкĕсем, амăшĕн ачисем пек, пурте çывăх.
Театрта Николай Угарин çырнă пьесăсем нумай çул репертуара пуянлатрĕç. Ун хайлавĕсем чăваш халăхне питĕ çывăх, ăнланмалла. Николай Сидоровăн камичĕсем те илĕртетчĕç, унăн сăнарĕсемпе ĕçлеме кăмăллăччĕ.
- Чăвашла кино ÿкерме пуçланăранпа кăçал 100 çул çитет. 1926 çулта Иоаким Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн актриса куракан патне «Атăлçи пăлхавçисем» фильма илсе çитерме пултарнă. Сирĕн те «Фильмографи» текен арча çав тери пуян. Титрсенче тĕрлĕ сценари авторĕсене, режиссерсене куратăп: Н.Угарин, Н.Сидоров, В.Иовлев... Килĕштернисем пур-и/
- Кинорежиссерсенчен ытларах Валерий Иовлевпа, Вячеслав Ориновпа, Владимир Карсаковпа ĕçлеттĕмĕр. Вĕсен тавракурăмĕ маншăн питĕ çывăхчĕ, пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланаттăмăр.
Кино вăл пач урăхла ĕç-çке, мелĕсем те урăх. Мана Пушкăрт çĕрĕнче «Нарспи» телепоэма ÿкернĕ самантсем питĕ аса килеççĕ. Унти сăрт-ту, шарласа юхакан çăлкуç, анлă çутçанталăкăн илемĕ… Эпĕ Нарспи амăшне вылянăччĕ. Ÿкерекен ушкăнпа артистсем тĕлĕнмелле пĕр шухăшлă çыхăнура ĕçлесе пилĕк сериллĕ кино турăмăр, телеэфира вырăсла та, чăвашла та кăлартăмăр.
- Манăн чи юратнă ыйту: Лидия Красова артистăн «пушă вăхăт» ăнлав пур-и/
- Пушă вăхăт халĕ манăн - Турă парни! Мĕн тăвас тенĕ - çавна тăватăп. Тивĕçлĕ канура, ирĕклĕ! Ирпе ирех кофе ĕçсе рехетленетĕп, урама тухатăп, вăрманпа савăнса утма тăрăшатăп. Мунчара хăш чух эрнере икĕ хут та шăм-шака çемçететĕп. Бассейна çÿретĕп, кăмăл пулсан - алĕç тăватăп. Мăнуксем валли тутлă апат пĕçерме юрататăп.
Хушăран хамăн юратнă театра премьерăна васкатăп. Унти ĕç-пуçа сăнасах тăратăп. Пĕрле ĕçленĕ «пенси пикисемпе» тĕл пулатăп.
Чăтăмсăррăн çуркуннене кĕтетĕп, хамăн чун киленĕçĕшĕн, пахчашăн, питĕ тунсăхлатăп.
Анатолий АБРАМОВ калаçнă
Сăнÿкерчĕксем артистăн архивĕнчен
Март 2026 |
