Хăрушлăха сирме пулăшĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 13:55 Просмотров: 16

Статистика пĕлтернĕ тăрăх, пушарсен 80 проценчĕ уйрăм çуртсенче тата хваттерсенче тухать. Инкек патне вара нумай чухне çулăмпа асăрханусăр пулни тата йăлари электроприборсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни илсе çитерет. Шел те, пушарсенче вилекенсем те нумай. Синкерсен тĕп сăлтавĕ - çуннин сиенлĕ продукчĕсемпе наркăмăшланни.

Кил-çуртсенче вут-çулăм алхасасран, чăн та, мĕнпур майпа сыхланмалла. Сăмахран, чи шанчăклă хÿтĕлев мелĕсенчен пĕри - пушар извещателĕсем. Вĕсем кăшт тĕтĕм тухсан та тÿрех сасă парса асăрхаттараççĕ. Çакă инкек сиенне чакарма, çынсене çулăм тивнĕ пÿлĕмсенчен вăхăтра тухма, ыттисене хăрушлăх çинчен хăвăртрах пĕлтерме май парать.

Ку хатĕр сывлăшри тĕтĕм тата хăрăм пайĕсене «паллама» пултарать. Вĕсене «сиссен» прибор хăлхана çурмалла хытă сасă кăларать - темĕнле çирĕп ыйхăллă çын та вăранĕ.

Автономлă пушар извещателĕсене ытларах чухне пурăнмалли пÿлĕмсенче, коридорсенче тата çулăм тухас хăрушлăх пур ытти çуртсенче вырнаçтараççĕ. Вĕсене мачча çине çирĕплетеççĕ, ку хатĕрсем батарейăран ĕçлеççĕ. Пушар сигнализацийĕн ятарлă линине хума кирлĕ мар.

Республикăри МЧС службин информацийĕ тăрăх, пушарсене асăрхаттарас тĕллевпе, акă, нумай ачаллă çемьесен килĕсенче пĕлтĕр 6 пин ытла извещатель лартса панă. Вăрнар округĕнче те иртнĕ çул 52 çуртра 252 извещатель вырнаçтарнă. Кунашкал профилактика ĕçĕ кăçал та малалла тăсăлĕ. 2026 çулта пилĕкçĕр ытла извещатель лартма палăртаççĕ.

Инкеке асăрхаттарма çăмăлрах тени ахальтен мар. Вăхăтра йышăннă мерăсем пурлăха хÿтĕлеме те, çынсен пурнăçне çăлса хăварма та пулăшĕç. Çав шутра килте пушар извещательне лартни те - хăрушлăха сирмелли эффективлă мел.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика