Пархатарлă кун-çул

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:10 Просмотров: 12

Кÿлхĕрри ялĕнче хисеплĕ ватăсем пур. Вĕсем çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Ырă ята иксĕлми ĕçченлĕхĕпе, çемье ăшшине упранипе тивĕçнĕ. Ял-йышра хисепре.

Нина Степановна Федорова ятлă-сумлă ветеран. Ачалăхĕ вăрçă çулĕсене килнĕрен тăван колхозра çитĕннисемпе тан хура тар тăкса ĕçленĕ. Унăн кун-çулĕ пархатарлă.

Нумаях пулмасть тыл ĕçченĕ 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Ветерана округ администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Ирина Казенова тата Калининăри территори пайĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, юратнă çемье ытамĕнче тата нумай çул пурăнма суннă. Тыл ĕçченĕ ырă сăмахсем каланăшăн пурне те тав тунă. Хальхи вăхăтра Нина Федорова Маргарита хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Ветеран республикăри агропромышленность комплексĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă. Нина Степановнăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ «Трактор» колхозпа çыхăннă. Йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та пуç усман вăл. Ырми-канми ĕçленĕ. Пăрусем те, сыснасем те пăхнă. Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Федоровсен ратне тăсакансем йышлăн. Çавăнпа Нина Степановнăна сумлă юбилейпе чылаййăн саламланă. Мăнукĕсем те, кĕçĕн мăнукĕсем те пур унăн.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика