Туслăх спортра та çирĕпленет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 13:56 Просмотров: 16

Çакна Чăваш енри пограничник-ветерансем волейбол турнирĕнче кăтартса панă

Вырсарникун вĕсем Вăрнарти «Рассвет» спорт шкулĕнче

пухăннă. Йăлана кĕнĕ турнира пĕтĕмпе сакăр округран килсе çитнĕ. Ăна совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 37 çул çитнине халалласа тата «Щит Родины» организацие йĕркелесе яракана Владимир Михайлова асăнса ирттернĕ.

Раççей тата Чăваш ен гимнĕсем янăранă хыççăн пухăннисене округ пуçлăхĕн заместителĕ Алексей Фирсов, «Щит Родины» ертÿçи Иван Яковлев, «Время СВО-их» программа участникĕ Андрей Балыков, ыттисем саламланă.

Кĕрешÿ питĕ çивĕч иртнĕ. Командăсем пĕр-пĕринпе нумай çул туслă. Вăйăра çакă вĕсене кансĕрлемен, пушшех урăхла - кашнине хавхалантарса тăнă участниксем.

Хĕрÿ сетсенче чи маттурри Шупашкарти «Союз пограничников Чувашии» команда пулса тăнă. Вăрнарсем - 2-мĕш, Шупашкар округĕн пограничник-ветеранĕсем 3-мĕш вырăнсене йышăннă.

Турнира хутшăнакансене Германире çарта тăнă ветерансем илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.

- Ăмăрту çакна кăтартса пачĕ - çулсем иртнĕ пулин те ветеран-пограничниксем стройра. Пĕрлĕхлĕ пулни вара - чи пахи! - пĕлтерчĕ «Щит Родины» организаци ертÿçи Иван Яковлев пурне те тав туса.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика