700 ытла çын йĕлтĕр сырчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:15 Просмотров: 14

Вăрнар округĕ яланхиллех «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» старта массăллăн хутшăнчĕ. Старта пĕтĕмпе 758 çын тухрĕ

Йĕлтĕр чупăвĕ кашни çулах лайăх кăмăлпа иртет. Чылайăшĕ унта çитĕнÿ тăвас тесе малтанах хатĕрленет. Кунсерен çухрăм хыç-çăн çухрăмра ÿт-пĕве пиçĕхтерет.

Çавăн пекех вăл çулсеренех çĕнĕ маçтăрсене те уçать. Хапăс хĕрĕ, халĕ Вăрнарта пурăнакан Татьяна Иванова, ак, иккĕмĕш çул пĕрлехи старта хутшăнать. Кăçал вăл çĕнтерÿ пьедесталĕн иккĕмĕш пусми çине хăпарма тивĕçрĕ. Ку спортри пултарулăхĕ ун стартранах палăрчĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл чылай çул Михаил Павлов тренер патĕнче ăсталăха туптанă.

Старт иличчен пурне те округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, Тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин заместителĕ Ирина Щукина саламларĕç, дистанцие çăмăллăн çĕнтерме сунчĕç. Çавăн пекех вĕсем сывă пурнăç йĕркин тусĕсене ГТО-н ылтăн паллисемпе тата шкул ачисен спартакиади йĕркипе иртнĕ йĕлтĕр чупăвĕн çĕнтерÿçĕ-командисене чысларĕç.

Унсăр пуçне чупăва хутшăнакансене çăмăллăн чупса тухма республикăри Олимп резервисен 4-мĕш спорт шкулĕн директорĕ Дмитрий Парфенов та хавхалантарчĕ.

«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене пĕрлештерчĕ. Яланхиллех округ администрацийĕн, район тĕп больницин, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн, поселокри шкулсен ĕçченĕсем, Калининăри ПНИ-ре социаллă тивĕçтерÿ илекенсем, Обществăлла палата тата Хĕрарăмсен канашĕн членĕсем хастарлăх кăтартрĕç.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика