Пуян историллĕ пĕчĕк музей

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:08 Просмотров: 15

Тăван çĕре юратни, ун историне пĕлни - пĕтĕм обществăн ăс-тăн культурине ÿстерекен никĕс. Çавăнпа та çак пахалăхсене ачасене кĕçĕн çулсенчех вĕрентни пĕлтерĕшлĕ.

- Эпир хамăрăн воспитанниксене вĕсем халăх культурин пайĕ пулнине ăнлантарма, вĕсене пĕчĕкренех наци культурипе çывăхлатса ÿстерме тăрăшатпăр, - пĕлтереççĕ, акă, Пăртасри шкул çумĕнчи шкул çулĕчченхи ушкăн воспитателĕсем.

Иртнĕ эрнере кунта «Асанне килĕ» музей кĕтесĕ уçăлнă. Çак ятпа уяв та йĕркеленĕ. Унта округри ача сачĕсен воспитателĕсем, ашшĕ-амăшĕ хутшăннă. Хĕрлĕ хăйăва касма садике çÿрекен Ариеллăна амăшĕпе Яна Ивановапа тата Вăрнарти «Ромашка» ача сачĕн воспитательне Н.Ю.Замкована шаннă.

Мини-музей чăннипех пуян. Ачасене асаннепе асатте кĕтсе илеççĕ. Пÿлĕме пĕтĕмпех авалхи йăлапа пуянлатнă. Сĕтел çинче - чăвашсен апат-çимĕçĕ, сĕтел-пукана, турăша, çÿлĕксене чăваш тĕрриллĕ алшăлли-пусмапа карнă. Уйран çÿпçи, ача кÿми, чÿлмек-куршакĕ, ытти япаласем - йăлт аваллăхран куçнисем.

- Музей ачасен пĕлĕвне ÿстерме, чăваш культурин хаклă экспоначĕсене упраса хăварма пулăшĕ. Ăна уçма пулăшнăшăн, ĕлĕк йăлара усă курнă япаласемпе тивĕçтернĕшĕн пурне те пысăк тав, - палăртаççĕ шкул çулĕчченхи ушкăнра тимлекенсем. - Пĕрле пирĕн çав тери кирлĕ вĕрентÿ хутлăхĕ туса хума май килчĕ. Тăван ен культури кашни ача чунне кĕрсе вырнаçтăр. Эпир халĕ çак никĕсе хывни кайран, ÿссен, вĕсене чăвашлăха хисеплеме вĕрентĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика