Чăваш Республикинче пурăнакансем диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне аякка кайса çÿремесĕрех, вырăнти ФАП-сен-че тухма пултараççĕ. Кун пирки январь уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ.
ФАП-сенче анализсем илĕç, спирометрипе ЭКГ тăвĕç. Ку врачсене пациентсен сывлăхне хаклама, камăн тĕплĕнрех тĕрĕсленсе малалла сипленмеллине ăнланма май парать. «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш енре пурăнакан кашни çыннăн тĕп тĕрĕслевсене тÿлевсĕрех ирттерме май пур. 2026 çул пуçланнăранпа медицина профилактики тата диспансеризаци витĕр 41096 çын тухнă. Çак йыша яллă тăрăхсенчи фельдшерпа акушер пунктĕнче тĕрĕсленнисем те кĕреççĕ. Çавăн пекех мобильлĕ ФАП-сем тухса çÿрессине те йĕркеленĕ. Январь уйăхĕнче куçса çÿрекен медицина комплексĕсенче 3018 çынна йышăннă.
Диспансеризацин иккĕмĕш тапхăрне хушма тĕпчевсем ирттерме тата специалистсен консультацине илме 13835 çынна янă. Усал шыçă чирĕсен 43 тĕслĕхне, чĕрепе юн-тымарпа çыхăннă амаксен 945 тĕслĕхне пĕрремĕш хут тупса палăртнă. Вĕсенчен 601 пациент юн пусăмĕ хăпарса кайнипе аптрать. 222 çын - вар-хырăм органĕсен чирĕсемпе, 90-шĕ - сахăр диабечĕпе, 119-шĕ - сывлав органĕсен чирĕсемпе.
Март 2026 |
