Çав тери чаплă хыпарпа савăнтарчĕ пире Ярмушкари Надежда Лаврентьева - вăл Араб Эмирачĕсенчи Абу-Дабире çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери ăмăртура пилĕк медаль çĕнсе илнĕ!
- Пĕтĕм йывăрлăхсем хыçалта ĕнтĕ. Чăваш ен, Вăрнар чысне çĕклес тесе пĕтĕм вăя хыврăмăр, - çырса ячĕ вăл аякри çĕршывран.
Надежда Алексеевнан çирĕплĕхĕ, çивĕчлĕхĕ чăннипех иксĕлми. 4х400 метрлă эстафетăра, ак, çитĕнÿсен енчĕкне вăл ылтăн медальпе пуянлатнă. 10 километрлă дистанцие чупса виççĕмĕш результатпа вĕçленĕ.
Хăвăрт утассипе 5, 3 тата 1,5 километрлă дистанцисенче кĕмĕл медальсем çĕнсе илнĕ. Малта чăвашсен тепĕр пултаруллă спортсменки Зинаида Тепеева пулнă.
Надежда Алексеевнана тепĕр çитĕнÿпе те саламламалла - утассипе 3 километрта вăл хăйĕн рекордне çĕнетнĕ - результата 20 çеккунтлăх лайăхлатнă.
Саламлатпăр! Мухтанатпăр!
Светлана ЧИКМЯКОВА
Март 2026 |
