Çĕпре шывĕпе калчана та, йăран çинчи помидора та апатлантарма юрать.
Анчах çу каçипе икĕ-виçĕ хутран ытла мар. Вăл микроэлементсемпе, белокпа, углеводпа пуян. Çĕпрене шывра ирĕлтерсе шăварсан помидорăн тымарĕ кирлĕ япалана çăмăллăнах туртса илет, вăл хăвăрт аталанать, çимĕçсем те сĕтеклĕ пулаççĕ.
Çĕпре кăмпи сивве, типĕтнине, пресланине чăтăмлă. Анчах «хаяр» бактерисене тÿсеймест. Çавăнпа çĕпрене каяш е курăк шывĕпе хутăштарса шăварма юрамасть. Унпа тутлăхлă ытти шĕвекпе шăварнă хыççăн 10-12 кунран çеç усă курмалла.
Тĕрлĕ çĕпрепе - типĕтнипе, шăнтнипе е чĕррипе - усă курма пулать, ăна тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле çеç. Чĕрĕ е типĕтнĕ çĕпрене 100 грамм илетпĕр те 10 литр лĕп шывра ирĕлтеретпĕр. Вăл «ĕçлеме» пуçлатăр тесе шыва 2-3 апат кашăкĕ сахăр хушатпăр, икĕ сехете хăваратпăр. 10 литр хатĕр çĕпре шывне тепĕр 40 литр шыв хушатпăр та помидор тĕммисене шăваратпăр. Çапах çак шĕвекпе виçене пĕлсе усă курмалла, ытлашши лексен ÿсентăрана сиен кÿме пултарать. Çамрăк помидор тĕмне çур литр шĕвек çителĕклĕ. Ÿссе тĕрекленнĕ тĕмме 2 литр сапма юрать.
Март 2026 |
