Виçĕ çула çитмен ачасен амăшĕсене ĕçе илнĕ чухне тĕрĕслев вăхăтĕнчен хăтарĕç. Алла Салаева депутат Патшалăх Думин пĕрремĕш вулавĕнче йышăннă саккун проекчĕн соавторĕсен йышне кĕнине ырламалла.
Хальхи вăхăтра вара 1,5 çула çитмен ача пур амăшĕсене ĕçе илнĕ чухне тĕрĕслев вăхăтне ирттерме юраманни çинчен Ĕç кодексĕнче каланă-ха. Анчах çакна та палăртмалла: икĕ çулти ачана пăхакан амăшне те ĕçе тухсан çăмăл мар.
Пепкене воспитани панă тапхăрта хĕрарăма уйрăмах йывăр. Ĕçе тухсан профессие юрăхлă пулнине тĕрĕслени хушма стресс хушать.
Алла Салаева çирĕплетнĕ тăрăх, виçĕ çула çитичченхи ачана çитĕнтерекен амăшĕсем валли çакăн пек «экзамена» пăрахăçлани тĕрĕс. Çак йышăну çамрăк хĕрарăмсене ĕçе вырнаçсан е декретран тухсан хăйсене çирĕпрех туйма май парĕ.
«Единая Россия» парти тăрăшнипе Патшалăх Думи пур созывпа илсен социаллă политика енĕпе пĕтĕмпе 177 саккун йышăннă. Çывăхри виçĕ çулта федераци бюджетĕнчен тата 25 триллион тенкĕ уйăрĕç.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Март 2026 |
