Пĕччен пуленке
çунмасть вучахра
Пĕччен пуленке çунмасть вучахра.
Турпас юнашар хурсан, эх, вара.
Вăй илнĕн çунать çÿле кармашса,
Вĕри çулăмпа хĕртет ялкăшса.
Пулсассăн пĕччен этем те айван,
Туссем юнашар, эх, питĕ аван.
Кĕреççĕ хута, сивлет кам пулсан,
Калаççĕ куçран, тÿртен пăрăнсан.
Тăван яланах васкать пулăшма,
Чăн усă кÿрет ĕçпе, сăмахпа.
Чĕнсен хăнана пĕрле савăнма,
Уяв кĕреки тулать юрăпа.
Пĕрле мăшăрпа - çак мар-и телей/
Упрар пĕр-пĕрне - ку пысăк тĕллев.
Сывах ачасем - тавах, теп, Турра.
Мĕн кирлĕ тата пурнан пурнăçра/
Валентина МАРКОВА,
Пуканкасси ялĕ
Эх, анчах!
Юптарса
Ялти пурнăç хăйне май
Иртсе пырать кунсерен.
Ялăн-ялăн ним те çук:
Магазин çук, клуб та çук.
Тупнă майне пĕрисем
?Тĕлĕнмелле, апăрша%.
Хĕллехи кунсем, каçсем
Аншарли таматинче
Тек иртеççĕ пĕр пекех.
Те пурнăçĕ çапларан,
Те хамăрах кахалран
Çÿреместпĕр халь ĕçе,
Юратмастпăр ĕçлеме.
Халь сутатпăр сăмакун,
Укçа кĕрет кунран-кун.
Ялти хусах-урçасем
?Ниçта та ĕçлеменсем%
Шав утаççĕ кунсерен
Аншарли патне вĕсем.
Сутаканĕн яланах
Сăмакун юхсах тăрать.
Суту-илÿ саккунĕпе
Сертификат, лицензипе
Сутма право пур-ши ун/
Чăн-чăнах-ши сăмакун/
Е урăхла, хутăштарнă япала/
Çыннăн хуйхи-суйхипе,
Ваттин пенси укçипе
Пуясшăн вĕт çав çынсем,
Сăмакун сутакансем.
Ма ĕçлес çук тăрăшса
Пĕр-пĕр ĕçре, иçмасса/
Атту сăмакун сутса
Лараç килте кун каçса.
Намăс çук-ши çав çынсен,
Питне кĕççе çĕленисен/
Мăнуксене сăйланă чух
Çапла калаç пуль, тупата:
«Çийĕр, çийĕр, мăнуксем,
Канфетне, пĕремĕкне,
Шăккалатпала тортне.
Паян сăмакун сутса
Турăм эп самай укçа».
Кÿршĕ ачи выçăллах,
Укçа çук çăкăр илме:
Ашшĕ-амăш эрнипех
Утнă сăмакун патне...
Ман çакна пĕлес килет -
Хăçан саккунăн хыт пушши
Пырса çапĕ вирлĕн çеç/
Сăмакун сутас тени
Тухтăр, пĕттĕр пуçĕпех!
Хамăр Ялсем
Март 2026 |
