Утарта пурăнакан Людмила Федотован ăсталăхĕ - кăсăклану чăн-чăн искусствăна куçма пултарнин ырă тĕслĕхĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн ун пурнăçĕ палăрмаллах улшăннă.
Людмила Яковлевна ĕмĕрне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă. 30 çул «Мир» совхозра бухгалтерта тимленĕ. Анчах та 90-мĕш çулсенчи самана йывăрлăхĕсене кура ку хуçалăх та айванланса саланнă. Çавна май Людмила Федотован та урăх ĕçе куçма тивнĕ. Маттур та пултаруллăскерне Вăрнарти «Агротехснаб» организацин тĕп бухгалтерне хапăлласах йышăннă. Кунта вăл вунă çул тимленĕ. Кайран вара, пенсие тухиччен, Флегентов предпринимателĕн экономика ĕç-хĕлне тытса пынă. Шут ĕçĕ йăнăшсене каçармасть - Людмила Яковлевна яланах ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан вара вăл пуçĕпех творчество тĕнчине путнă. Унпала шăпах та кунашкал мероприятире - Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта йĕркеленĕ çемье ăсталăхĕн куравĕнче - паллашма тÿр килчĕ. Унăн полиэфирлă шнуртан çыхнă изделийĕсем тÿрех куçа тыткăнларĕç. Мĕн кăна çук пулĕ кунта/ Шкатулкăсем, органайзерсем, мĕн тĕрлĕ сумка...
Çыхас ăсталăх унра малтанах пулнă-ха, тĕллевлĕ тимлемен кăна. Ачисене ÿснĕ вăхăтра нуски-алсиш, кофтăсем çыхса панă. Пенсие тухсан вара ку ĕçпе ытларах та ытларах кăсăкланса кайнă. Малтанах ахаль çипрен пĕчĕк кавирсем, пукан çиттисем, минтер пичĕсем çыхнă. Çак ĕç хăйне киленĕç кÿнине, йывăр шухăшсенчен сирнине туйнă вăл.
Анчах та интернетра ăнсăртран полиэфирлă шнуртан çынсем хитре япаласем çыхнине курсан ун чĕри те хĕрсе кайнă. Тăрăшсах вăл çак техникăна вĕренес тенĕ, чылай мастер-класа пăхнă. Паллах, ку ĕçре йĕппе, крючокпа малтанах туслă пулни те ăна хытах пулăшнă.
Кунашкал шнуртан хитре изделисем пулса тухма пултарни те ăна хавхалантарнă, çавăнпах ĕнтĕ май пулсанах пуçĕпех ĕçе путнă. Паян вара вăл чăннипех те илемлĕ изделисем тунипе палăрать. Кашни ĕçĕнче ун чунĕ курăнать.
Калас пулать ĕнтĕ, ку техника çирĕп те пахалăхлă япаласем ăсталама май парать. Кулленхи пурнăçра усă курма май пуррипе çеç мар, кил-çурта илемлетме, тĕрлĕ япаласене упрама пулăшнипе те уйрăлса тăраççĕ вĕсем.
- Интернет пурри лайăхах çав. Фурнитурăсене йăлтах унтан тупса илме пулать,- пĕлтерет Людмила Яковлевна.
Хăйĕн ĕçĕсемпе ытти куравсене те хастар хутшăнать маттур хĕрарăм.
Мăшăрĕпе, Тимофей Александрович Федотовпа, виçĕ хĕрпе пĕр ывăла кун çути панă вĕсем. Çывăх çынни ĕмĕрне «Мир» совхозра водительте ĕçлесе ирттернĕ. Ун алли те пĕтĕм ĕç патне пынă. Шел, пилĕк çул каялла ун пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Хĕрĕсем пурте амăшĕ пекех пултаруллă. Вĕсем те ал ĕçĕпе аппаланаççĕ - хитре кашпосем яваççĕ.
Чăнах та, Людмила Федотован чун киленĕçĕ - ыттисене хавхалантаракан, пултарулăхшăн çулсем нимĕн те маррине кăтартакан тĕслĕх. Чи кирли - юратнă ĕçре савăнăç тупма пĕлни.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Март 2026 |
