Кăçалхи пек татти-сыпписĕр юр çунине астумастăп. Пĕтĕм тавралăх хулăм шур пĕркенчĕкпе витĕнчĕ. Кил картийĕсем юрпа тулса ларчĕç, ниçта тухса кĕме çук. Вăйпитти çынсем кашни кун çак çутçанталăк «ырлăхне» туртса анкартине е çырмана тăкаççĕ-ха. Анчах та пирĕн пек ватăсене йывăртарах.
Ман пата нумаях пулмасть Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Петров шăнкăравларĕ. Нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкартан студентсем аслă ÿсĕмрисене кил-çурт таврашне юртан тасатса пама килеççĕ, килĕшетĕр пулсан аван пулĕччĕ, терĕ. Эпĕ хапăлласах йышăнтăм пĕлтерĕве.
Акă, шăматкун «юр десанчĕ» çитрĕ. Студентсем çиччĕн килчĕç. Çулсене юртан типтерлĕ тасатрĕç. Студентсем тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенчен, хастар, пултаруллă вĕсем. Тепĕр çичĕ çамрăк пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, 90 çул тултарнă Ольга Андреева патĕнче те пулнă, утма çулсене юртан тасатса панă. Вĕсемпе пĕрле ĕçе йĕркелесе çÿреме Аçăмçырми шкулĕнче вĕрентекен Венера Васильевна та çула тухнă. Студентсене пулăшнăшăн чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе тав турăм.
Нина ПАРАМОНОВА
Малтикас Ялтăра
Март 2026 |
