Çанталăк чăрмав кăларать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 13:49 Просмотров: 107

Кăçалхи хĕл чăннипех хăйĕн вăйне кăтартать. Шу-рă юрĕ çÿлтен тăкăнать те тăкăнать, чарăнма та пĕлмест. Анчах çутçанталăк «парни» чылай проблемăллă ыйту кăларса тăратрĕ.

Юр капашсăр купаланни çынсене урамсемпе çÿреме те, автотранспортшăн та хытах чăрмав пулнине куратпăр. Çулсене асăрхаса тăракан службăсен канмасăр тенĕ пек кунĕн-çĕрĕн тăрăшма тивет.

Çакăнпа пĕрлех тепĕр ыйту та çивĕч. Вĕçĕм çăвакан юр çуртсемпе сооруженисен тăррисенче тем çÿллĕш пухăнни пысăк хăрушлăх кăларать. Акă, республикăра социаллă учрежденисен, нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисем арканнă тĕслĕхсем те пулчĕç.

Çуртсем çийĕнчи юр калăпăшĕ кăçал уйрăмах пысăк, нÿрĕк пулсан унăн йывăрăшĕ татах та ÿсет. Вăл çурт тăррин виттине пусса тăрать, йывăр тиев вара кашта конструкцине аркатса антарма пултарать. Çавăнпа та юра вăхăтра тасатса тăни питĕ пĕл-терĕшлĕ. Çакă - çуртсемпе сооруженисен харпăрлăхçисемпе хуçисен тата управляющи компанисен, пăхса тăракан организацисен тивĕçĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика