Аса илтеретпĕр, мĕнпур ĕçе хăрушсăрлăх техникине пăхăнса, инкек-синкекрен сыхланса пурнăçламалла:
Çÿллĕшне хăпарнă чух хÿтĕлев хатĕрĕсемпе - сыхлав пиçиххийĕсемпе, страховка вĕренĕсемпе, ыттипе - усă курмалла.
Ĕçсене лайăх çанталăкра тата кăнтăр кунĕнче кăна ирттермелле. Юрлă-тĕтреллĕ вăхăтра тата каçхине çурт тăррисене тирпейлеме пуçăнни хăрушă.
Çывăхри территорие вара картласа уйăрмалла - кунта çынсем тăрук пырса кĕрсе ан суранланччăр.
Юра хырма йывăç е пластмасса кĕреçесемпе усă курмалла. Пĕр тикĕс тасатса пымалла: тăрринчен тытăнса карниз патнелле. Юра уйрăм участоксене пухни, хăшпĕр вырăнта конструкцисем çине тиев йывăрланни пулмалла мар.
Юра çÿлтен антарнă чух электричество пăралукĕсене, ток ирттерекен установкăсене лекессинчен те сыхланмалла. Вĕсем çине юра пăрахма юрамасть.
Март 2026 |
