Пирĕн енче ырă, ĕçчен, сăпайлă, тараватлă çынсем пурришĕн хĕпĕртетĕп. Нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Малтикас Ялтăрари Елена Борисовна Федорова хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать.
Вăл Киров облаçĕнчи Яранск хулинчи медколледжра вĕренсе диплом илнĕ хыççăн район больницин ача-пăча уйрăмне вырнаçнă, 5 çул унта вăй хунă. Ун хыççăн Малтикас Ялтăрари медпункта ĕçлеме куçнă, кунта 37 çул ытла тăрăшать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 42 çул. 2024 çулта çĕнĕ ФАП уçрĕç, сиплев учрежденийĕ июньте ĕçлеме пуçланă. Медпунктра питĕ хăтлă.
Елена Борисовнăна виçĕ ял халăхĕ хисеплет, юратать, вăл çынсене кашни кун кирлĕ фельдшер. Пациент чирлесен килти ĕçсене пăрахсах ун патне васкать. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ хĕрача çуратса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Асли икĕ пысăк пĕлÿ илнĕ, кĕçĕнни амăшĕн çулĕпе кайнă. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, асли Турцире пурăнать.
Елена Борисовнăна таса хĕвел çутинче пурăнма çирĕп сывлăх, Атăл шывĕ пек вăрăм кун-çул сунатăп, яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр, кил ăшшине упраса, мăшăрупа пурнăç çулĕпе утма Турă вăй-хăват патăр. Ачусен тата мăнукусен пархатарне ĕмĕр-ĕмĕр курмалла пултăр.
Ăна хисеплесе, юратса саламлаканĕ -
Нина ПАРАМОНОВА
Март 2026 |
