Тăрăшни куç умĕнчех

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:09 Просмотров: 16

Отчетлă пуху Чăрăш Ишекри культура çуртĕнче те пулнă. Шĕнер Ишек территори пайĕн пуçлăхĕ Радим Убаков сăмах илнĕ май, чи малтан СВО участникĕсем валли гуманитари пулăшăвне пухма хутшăнакансене чĕререн тав тунă. Ырă та кирлĕ ĕç тăвакансем чăнахах та хисепе тивĕçлĕ.

Иртнĕ çул пуçаруллă бюджет программипе Шĕнер Ишекри çула тата Чăрăш Ишекри пĕвене юсанă. Территори пайĕнче çунса кайнă 30 лампочкăна улăштарнă.

Ачасем - пирĕн пуласлăх. Шĕнер Ишек территори пайне кĕрекен 4 ялта та ачапча площадкисем пур. Шăпăрлансем çуллахи вăхăтра хаваспах кĕшĕлтетеççĕ. Палăртмалла, Шĕнер Ишекре тата Шуркасси Ишекре спорт площадкисем те пур. Уяр çанталăкра ачасемпе çамрăксем те, çитĕннисем те ÿт-пĕве пиçĕхтереççĕ. Кăçалхи плансем çапларах: Чăрăш Ишекри Хĕвелтухăç урамĕнчи çул-йĕре юсамалла, Парк урамĕнчи ачапча площадкинче çĕнĕ инвентарь вырнаçтармалла.

Масар сăнĕ - ял сăнĕ, теççĕ. Çавăнпа та сăваплă вырăна тасалăхра тытмалла. Кăçал Шуркасси Ишек çывăхĕнчи масар территорийĕ патĕнче контейнер площадки вырнаçтарма палăртнă.

Пухăва округ пуçлăхĕн çумĕ Ирина Казенова та хутшăннă, пĕлтĕрхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика