Помидор сывă пултăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:03 Просмотров: 13

Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн нарăсăн 28-мĕшĕ - помидор акмалли чи ăнăçлă кун. Вăрра 12 сехет хыççăн аксан аванрах.

Пуш уйăхĕн 1-3 ?12 сехетчен акмалла%, 8-9, 17-21, 28-29-мĕшĕсем те - ăнăçлă кунсем.

Ака уйăхĕнче 4-5, 13-18, 23-26-мĕшĕсенче ĕçе пуçăнмалла.

Паллах, мĕнле сорт суйланине те шута илмелле. Ир пулаканнисем 80-105 кунран тухăçĕпе савăнтараççĕ. Вăтам вăхăтра пулаканнисене 110-120 кунран татса çиеççĕ. Кая юлса пиçекеннисене 125-140 кунран тутанма пулать.

Помидор калчисене водород перекиçĕпе апатлантарсан аван. Вăл ÿсентăраншăн çумăр шывĕ пекех пулĕ. Водород перекиçĕнче атомарлă кислород пур, вăл сиенлĕ бактерисене пĕтерет, тăпрана тата ÿсентăран клеткисене кислородпа тивĕçтерет.

Ăна хатĕрлеме ансат: 1 литр таса шыва 2 апат кашăкĕ водород перекиçĕ хушмалла, лайăх пăтратмалла. Тăпра пахчаран илни-тĕк, унпа эрнере 1-2 хутчен шăвармалла, лавккаран туянни пулсан, 10-14 кунра - 1 хутчен. Ытлашши тăтăш шăварни калчашăн лайăх мар.

Ку шĕвекпе хăяра, купăстана, пылак пăрăçа та шăварма юрать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика