Панулмине тĕрĕс çимелле

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:00 Просмотров: 13

Панулми кашни пахчара ÿсет тата кашни апат-çимĕç лавккинче пур. Анчах та ăна тĕрĕс çимелле иккен.

Панулмирен ытларах усă курас тесен ăна çиекенĕн мĕн асра тытмалла-ха/

Пĕрремĕш йăнăш – панулми хуппине касса пăрахни.

Панулми хуппине сĕвекен нимĕн шутламасăр çимĕçĕн усă кÿрекен чи пуян пайĕнчен хăтăлать. Тĕрĕссипе шăпах панулми хуппинче клетчаткăн пысăк пайĕ тата питĕ пĕлтерĕшлĕ антиоксидантсем – полифенолсем – упранаççĕ. Панулми хуппи – естествăлла хÿтĕлев. Çутçанталăк унта кварцетин текен паха хутăш пуçтарать. Вăл шăнса пăсăлнипе кĕрешме тата клеткăсене хÿтĕлеме пулăшать. Панулми хуппине тасатсан эпир çимĕçĕн уссине икĕ хута яхăн сахаллататпăр.

Уйрăм асăрхаттару. Енчен те магазинта туяннă панулмине хитрелĕхшĕн воскпа витнĕ пулсан, кунашкал хупăна касса пăрахни лайăхрах. Пахалăх тĕлĕшпе хăвăра шанчăклă туйма вырăнти панулмисене туянни аванрах. Кунсăр пуçне вĕсене вĕри шывпа тата щеткăпа çусан лайăхрах.

Иккĕмĕш йăнăш – панулмине выçăлла çини.

Çак çула суйлакансен вар-хырăм чирĕпе аптăрама пултарас хăрушлăх пур, панулмири органика кислотисем вар-хырăм сокне кăларассине активлăлатаççĕ. Гастритпа е кăкăр хĕртнипе ?изжога% аптăракансемшĕн панулмине выçăлла çини чăн-чăн провокаци шутланать.

Панулми çимелли чи лайăх вăхăт – тĕп апатлану хыççăнхи 30 – 60 минут. Вар-хырăм чирĕпе аптăракансене тухтăрсем пĕçернĕ панулми çиме сĕнеççĕ. Кăмакара пĕçернĕ панулмире кислотноç чакать, анчах пектинсем тата витаминсен пĕр пайĕ çав-çавах сыхланса юлать.

Панулмие пахчаçимĕçпе, улма-çырлапа, мăйăрпа, тăпăрчăпа хутăштарса çийĕр. Панулми – çутçанталăк парни, анчах вăл та, ытти çимĕç пекех, хăйĕнпе тимлĕ пулма ыйтать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика