Пĕр тĕллевпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.02.2026, 14:11 Просмотров: 107

Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн правленийĕн ларăвĕ иртнĕ. Пĕлтерĕшлĕ меро-приятире республика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕнче пĕр тĕллевпе тимлемелле тесе йышăннă.

Ĕçе парти проекчĕн координаторĕ Наталия Добрянская тата общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова, муниципалитетсенче вара вырăнти Хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем пăхса-асăрхаса тăрĕç. Ларура Хĕрарăмсен союзĕн активне «Единая Россия» парти проекчĕн ятарлă паллисемпе чысланă.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева регионти обществăпа политика пурнăçне хутшăнакан этемлĕхĕн черченкĕ çуррин шучĕ ÿснине палăртнă.

Парти проекчĕн общество канашĕн председателĕ Наталия Партасова çирĕплетнĕ тăрăх, «Хĕрарăмсен юхăмĕ», «Çĕнĕ шкул» проектсем ачасен профориентацине аталантарассипе тимлĕç. Тĕллев - шкул ÿсĕмĕчченхисене явăçтарса «Профессионалитет» программăна анлăлатмалла. Чăваш ен Правительствин çак пилотлă программине хăшпĕр регионсенче пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ ĕнтĕ.

Елена ТОЛСТОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика