Мускавра октябрĕн 4–7-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕнче Вăрнар каллех ырăпа палăрнă.
Районти чи пысăк предприятисенчен пĕри – «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăн продукцийĕ кăçал та пысăк хаклава тивĕçнĕ. Курава вăл пĕтĕмпе аш-какайран хатĕрленĕ пилĕк çимĕç тăратнă, пиллĕкĕшĕ те медальсене тивĕçнĕ.
«Особенные» сосиские, чĕрĕлле техĕмленĕ «Брауншвейгская» кăлпассие тата «Деликатесная» пĕçерсе техĕмленĕ ĕне ашне чи пысăк наградăпа – «ылтăнпа» – хакланă. «Кĕмĕлпе» – «Пряная» çурматехĕмленĕ тата «Новоостанкинская» пĕçернĕ кăлпассисене.
– Вăрнарти аш-какай комбиначĕн продукцине çĕршыв шайĕнче хаклани – пĕтĕм коллективăн пысăк çитĕнĕвĕ. Çавăн пекех пахалăха пысăк вырăн уйăрни те, – пĕлтерчĕ агрохолдингăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.
Районтан «Ылтăн кĕркунне» курава çавăн пекех Николай Созонов фермер та хутшăннă. Вăрнарсен делегацине район пуçлăхĕ Геннадий Спиридонов ертсе пынă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |