Çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ парасси паянхи пурнăçăн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Ку енĕпе кадет шкулĕсем уйрăмах пысăк ĕç тăваççĕ. Паянхи кун Чăваш енри кашни районпа хуларах кадет класĕсем уçнă, Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта тата Канашра кадет шкулĕсем пур. Вĕсенче 3805 ача вĕренет. Çулсерен республикăра кадетсем валли 15 ытла мероприяти иртет. Пулас çар çыннисем «Гвардеец» лагерьте çар ĕçне хăнăхаççĕ, Раççейри çамрăк патриотсен слетне, Асăну парадне хутшăнаççĕ, çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче тупăшаççĕ, «Георгий балĕ» тата ытти конкурс-фестивальте пултарулăхне кăтартаççĕ.
2016 çулта Шупашкарта Атăлçи тăрăхĕнчи Чăваш кадет корпусĕн çĕнĕ çуртне тума йышăну кăларнă. Нумаях пулмасть РФ Оборона министерствинче Сергей Шойгу министр, Михаил Бабич полпред, Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Виктор Вексельберг бизнесмен кадет корпусне тума пулăшасси çинчен килĕшÿ тунă. Çапла майпа министерство Чăваш кадет корпусне оборудованипе, литературăпа тата ыттипе тивĕçтернĕ. Тумтир те, апатлану та – пĕтĕмпех бюджет шучĕпе. «Çĕнĕ çуртра кадетсене мĕн кирли пĕтĕмпех пулĕ. Вăл Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк корпус пулĕ», – тенĕ вĕсем.
Кадет корпусĕнче 400 ача вĕренĕ (танлаштарма% Чулхулара – 300 ача, Пушкăрт Республикинче – 315, Тутарстанра – 250, Пермьре – 360, Удмуртире – 290). Унта 16 класс пулĕ. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 21 пин тăваткал метр. Вăл 4 блокран тăрĕ. Вĕренÿ блокĕнче классем, электронпа лазер тирĕ, сасă çыртармалли класс, киностуди, робототехника пÿлĕмĕ, библиотека пулĕç. Спорт блокĕнче кĕрешÿ, хореографи, тренажер, сĕтелçи теннис залĕсем, скалодром тата пысăк спортзал (24х12) пулĕç. Общество блокĕнче – столовăй (200 вырăнлăх), акт залĕ (400 вырăнлăх), медпункт, общежити (150 ача валли). Пÿлĕмре виçшерĕн пурăнĕç. Спорт лапамĕнче футболла, хоккейла, волейболла, баскетболла вылямалли секторсем, хальхи йышши чупмалли çулсем тăвĕç. 100 çын лармалăх трибуна пулĕ. Унта çавăн пекех хывăнса тăхăнмалли блок-контейнерсем вырнаçтарĕç.
Кадет корпусĕн пĕтĕмĕшле хакĕ – 630 миллион тенкĕ. Çĕнĕ çурта 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтермелле. Çавăн пекех 250 вырăнлăх çывăрмалли хушма корпус тума «РЕНОВА» компанисен ушкăнĕпе килĕшÿ тунă. Строительство организацийĕ ăна тумашкăн 140 миллион тенкĕ хывĕ. Ку объекта та тепĕр çул хута ямалла. Корпуспа юнашарах пăр керменĕ тума палăртнă, ăна çĕклемешкĕн федераци бюджетĕнчен 180 миллион тенкĕ уйăрĕç. «РФ физкультурăпа спорта аталантарасси» программăпа килĕшÿллĕн пурнăçланакан проектăн объектне 2019 çулта вĕçлемелле.
Кадет корпусне тумашкăн «Старко» фирмăпа килĕшÿ тунă. Ку хулари чи япăх вырăнсенчен пĕри пулнă. Кунти лапама ĕçкĕ-çикĕ юратакансемпе кил-çуртсăррисем иленнĕ, çавăнпа яланах çÿп-çаплă пулнă. Кашни çуркунне студентсем субботник ирттерĕç. Кадет шкулне туса пĕтерсен вăл районти чи хăтлă вырăн пулма тивĕç. Çынсем уçăлса çÿреме тата канма пултарĕç.
«Ку вăрман пирки тахçанах калаçаççĕ. Хула çыннисен чун ыратăвĕ вăл. Эпир те кунта пĕрре мар субботник ирттернĕ. Шел те, хăшĕ-пĕри тирпей-илем çинчен шухăшламасть. Проект пурнăçланнă май ку парк çынсен чи юратнă вырăнĕ пулса тăмалла. Кадет корпусĕ пулас хÿтĕлевçĕсене хатĕрлекен тĕп центр пулĕ», – тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Ноябрь 2024 |