Саккунпа килĕшÿллĕн иртчĕр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.11.2017, 10:19 Просмотров: 445

Раççей Федерацийĕнче пухусене, митингсене, демонстрацисене, шествисемпе пикетсене ирттерес йĕркене федераллă саккунра палăртнă.

Публичнăй мероприяти (пухупа тата пĕр çын ирттерекен пикетсăр пуçне) ирттересси пирки ун йĕркелÿçисен ĕç тăвакан влаç органне е вырăнти хăйтытăмлăх органне палăртнă кунран 15 кунран маларах тата 10 кунран каярах мар çырупа тухса пĕлтермелле.

Енчен те пикета ушкăнпа йĕркелеççĕ пулсан кун пирки мероприятиччен виçĕ кунран маларах хыпарламалла.

Енчен те кунашкал мероприятисем çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн тата пурлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ, унта хутшăнакансем правăна хирĕçле ĕçсем тăваççĕ, хăйсен яваплăхне туймаççĕ пулсан саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене чарса лартаççĕ. Енчен те йĕркелÿçĕсем е унта хутшăнакансем полици ĕçченĕсем ыйтнине куçкĕрет хирĕçлеççĕ-тĕк, вĕсене шалти ĕçсен органĕн дежурнăй чаçне çитерме, саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарма ирĕк пур.

Пухусене, митингсене, демонстрацисене, пикетсене, шествисене ирттерес йĕркене пăснăшăн административлă штраф хума е темиçе талăклăх арестлеме, обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерме пултараççĕ. Федераллă саккунра пăхнă штраф виçисем пĕчĕк мар. Уйрăм пунктсем вăл ахаль çынсемшĕн 20 пин тенкĕ таран, должноçри çынсемшĕн 600 пин тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчи çынсемшĕн пĕр миллион тенкĕ таран пулма пултарать.

Андрей СОРОКИН,

РФ ШĔМн районсем хушшинчи

«Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика