Раççей Следстви Комитечĕн Чăваш енри следстви управленийĕн районсем хушшинчи Çĕмĕрлери следстви пайĕн информацийĕ тăрăх, ку пай сотрудникĕсем Енĕшри 51-ри арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкернĕ. Ăна РФ Уголовлă кодексĕн 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕнче палăртнă киревсĕр ĕçшĕн айăплаççĕ. Вăл çыннăн сывлăхне юриех йывăр сиен кÿнĕ-мĕн, лешĕ çавна май вилсе кайнă. Шар кураканĕ – преступлени тунă тесе айăпланаканăн тăван амăшĕ.
Следстви версийĕ çакăн пек. Кăçалхи сентябрĕн 9-мĕшĕ умĕнхи каçхине арçын хăйĕн килĕнчех пулнă. /сĕрскер тем сăлтав тупса 82-ри амăшĕпе вăрçăнма-харкашма тытăннă. Ватă çынна сăмахпа вăрçса хăртнипе çырлахман хайхискер, тахăш вăхăтра алла çĕçĕ ярса тытнă. Ывăлĕ амăшне питрен, кăкăрпа хырăм тĕлĕнчен темиçе хут та чикнĕ-каснă. Çав тери йывăр сурансене тата юн нумай çухатнине пула – ватă çыннăн чĕри кăшт вăхăт иртсен килтех тапма пăрахнă.
Амăшĕ çине чăннипех те ывăлĕ алă çĕкленине палăртма чылай тĕрĕслев ирттерме тивнĕ следовательсен: медицина, криминалистика, биологипе генетика тишкерĕвĕсене тата ыттисене. Кунсăр пуçне инкек вырăнĕнчех преступлени хатĕрĕ те тупăннă. Следователь ыйтса çырнипе, суд йышăнăвĕпе следстви ĕçĕсен тапхăрĕнче арçынна ирĕкре хăварман. Судпа психиатр экспертизи те вăл хăй мĕн тунине ăнланнине, ăс-тăнсăрлăх паллисем çуккине кăтартнă.
Следовательсем пухнă çирĕплетÿ бази тулли. Уголовлă ĕçе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ хыççăн Вăрнар район судне пăхса тухма ярса панă.
И.ПЕТРОВА.
Ноябрь 2024 |