Шăматкун ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Вăрнарта та хĕрÿ тытăçусем пычĕç. Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн парнисемшĕн кавир çине вунă командăри 155 арçын ачапа хĕрача тухрĕ.
Спортсменсем – Канаш тата Йĕпреç районĕсенчен, çавăн пекех хамăр районти Мăн Явăш, Вăрнарти 1-мĕшпе 2-мĕш, Санарпуçĕнчи, Çĕрпелти, Кÿстÿмĕрти, Малти Ишекри тата Хăмăшри шкулсен командисем.
Спортăн çак тĕсĕпе паян шкул ачисен пысăк проценчĕ кăсăкланать. Çакна ăмăртăва çулсерен те çулсерен ытларах ача хутшăнни аван кăтартать. «Ирĕклĕ кĕрешÿ çаврăнăçулăха ÿстерет çеç мар, харпăр хăйне хÿтĕленме те май парать», – палăртрĕç çамрăк кĕрешÿçĕсене саламланă май сумлă хăнасем: Мария Никитина – Вăрнар хула поселенийĕн специалисчĕ, Владимир Прокопьев – «Рассвет» ДЮСШ-ФСК директорĕ, Владимир Федоров – спорт кĕрешĕвĕн районти федераци председателĕ, Рифкат Киметов – «Энергостроймонтаж» директорĕ.
Ку тĕсре камран тĕслĕх илмелли пур. Виталий Трофимов тренер акă ачасене ирĕклĕ кĕрешÿпе туслаштарма тытăннăранпа шăп та лăп 40 çул çитнĕ. Çак тапхăрта вăл 10 ытла спорт мастерне хатĕрленĕ.
Çак хыпарсемпе, салам сăмахĕсемпе, Светлана Мальцева ертсе пыракан фитнес-аэробика ушкăнăн ташшипе хавхаланнă хыççăн ачасем кĕрешÿре те хастар пулчĕç. Чи-чи маттурисем вара çĕнтерÿ пьедесталĕн пĕрремĕш пусми çине хăпарма тивĕçрĕç. Вĕсем – Максим Иванов (Пăваяль), Артем Степанов, Дмитрий Федоров, Сергей Михеев, Виолета Иванова, Юлия Федорова (Йĕпреç), Антон Федоров, Артем Андриянов, Настя Краснова (Санарпуç), Алексей Антонов (Çĕньял Хапăс), Алексей Трофимов (Етруккасси Мăрат), Леонардо Семенов, Никита Александров, Юра Николаев, Дмитрий Львов, Никита Львов, Милена Федорова (Вăрнар), Катя Тихонова, Эльвира Филиппова, Наталья Тихонова, Эвелина Яковлева (Хурăнсур Çармăс), Елена Петрова (Кÿстÿмĕр), Любовь Кириллова (Малти Ишек).
Ноябрь 2024 |