Кăçалхи июньте «М» общество Д. гражданинпа диван сутассипе икĕ енлĕ килĕшÿ тунă. Тавар туянакан сĕтел-пукан хакне пĕтĕмпех тÿленĕ.
Темиçе уйăх иртсен тавар туянакан диванра хăшпĕр çитменлĕхсем пуррине асăрханă. Д. гражданин сутуçăна килĕшĕве пăрахăçласси пирки çырнă заявление панă тата укçа-тенкĕне каялла тавăрса пама ыйтнă. Анчах та общество ыйтăва тивĕçтерме хирĕçленĕ. Д. гражданин хăйĕн правине пăснине пĕлнĕрен Чăваш Республикинчи эпидемиологипе гигиенăн консультаци центрне пулăшупа тухнă. Кунти специалистсем тавар туянаканăн прависем пирки тĕплĕн ăнлантарса панă.
Шупашкар районĕнчи 2-мĕш номерлĕ миравай суд ку ĕçпе тивĕçлĕ йышăну тунă. Унпа килĕшÿллĕн «М» обществăн Д. гражданина диван хакне, мораль сиенлĕхĕшĕн компенсаци, хăшпĕр тăкаксемшĕн тата тавар туянаканăн требованийĕсене тивĕçтерменшĕн штраф тÿлемелле. Пĕтĕмĕшле сумма – 57546 тенкĕ те 45 пус.
Енчен те хăвăр правасене пăснă тĕслĕхпе тĕл пулсан Чăваш Республикинчи эпидемиологипе гигиенăн консультаци центрне 56-46-66, 56-29-01 номерсемпе шăнкăравласа тухма пултаратăр. Уйрăм йышăнăва çак адреспа кĕтеççĕ: Шупашкар хули, Гладков урамĕ, 17-мĕш çурт, 200 номерлĕ кабинет.
Январь 2025 |
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
30 | 31 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 |
6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 |
13
|
14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 |
20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 |
27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |