Тимлĕхре – снегоходсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.12.2017, 15:54 Просмотров: 523

Нумайăшĕ снегохода хĕлле канма, сунара-пулла кайма, юр тултарнă вырăнсенче куçса çÿреме е мĕн те пулин турттарма меллĕ çăмăл транспорт вырăнне хурать. Анчах, хăшĕ-пĕри ăнланмасть те пулĕ, ку транспорт хуçисем хăйсем çине пысăк яваплăх илеççĕ. Çавăнпа снегоход туянма шутланă-тăк, чи малтанах унпа хăрушсăр усă курма вĕренмелле.

Снегоходпа правасăр çÿреме юрамасть. Ăна валли ятарласа вĕренмелле, экзамен тытса «А1 – çулсăр-мĕнсĕр çÿреме пултаракан мототранспорт хатĕрĕсем» паллăллă тракторист-машинист удостоверенине алла илмелле. Çавăн пекех патшалăх регистрацийĕпе çыхăннă йĕркене, хăрушсăрлăх правилисем ыйтнине пĕлмелле тата пăхăнма хатĕр пулмалла.

Калăпăр, права пур, тин туяннă техника гаражра ларать. Ун хăватне тем пек тĕрĕслесе пăхас килет пулин те, хыпаланма кирлĕ мар. Малтан транспорта патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕнче регистрацие тăратсан аванрах. Ку ĕçе снегохода туяннă хыççăн 10 кун хушшинче е «Транзит» паллăн вăхăчĕ вĕçлениччен пурнăçламалла. Сире патшалăх регистраци паллине тата свидетельство алла парĕç. Капла çул çине тухма та шанчăклă, çирĕплетнĕ йĕркене те пăсмастăр.

Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ – аслă патшалăх инспекторĕ Иван Тимофеев пĕлтернĕ тăрăх, çулсăр-мĕнсĕр çÿрекен транспорт хатĕрĕсем паянхи куна районта 23 шутра. Вĕсенчен 17-шĕ – снегоходсем тата виçшер снегоболотоходпа мотовездеход. Снегоходсене илес-тĕк, 5-шĕ икĕ предприятипе спорт шкулĕн харпăрлăхĕнче, ыттисемпе уйрăм çынсем усă кураççĕ. Регистрацилеменнисем те тепĕр иккĕ пурри паллă, терĕ аслă патшалăх инспекторĕ, анчах вĕсен хуçисене, хулара пурăннă пирки, тупма йывăр-мĕн. Тĕрĕссипе, ку транспорт хатĕрĕсене шута илессишĕн инспекторăн чупса çÿремелле мар ĕнтĕ, хуçисен хăйсен яваплăха туймалла. Саккун пурин валли те пĕрех – техникăна палăртнă йĕркепе вăхăтра регистрацилемелле.

Çавăн пекех, РФ Правительствин 2013 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çулсерен техника тĕрĕслевне тухнине ĕнентерекен свидетельство кăна снегоходпа çÿреме ирĕк парать. Ăна илме каллех патшалăх техника асăрхавĕн инспекцине килмелле. Кунта снегоходăн юсавлăхне, медицина аптечкипе огнетушительсем, мотошлемсем тата ытти пуррине пăхĕç. Пĕлтĕр, сăмахран, çулсăр-мĕнсĕр çÿреме пултаракан машинăсенчен 5-шĕ тĕрлĕ кăлтăксене пула тĕрĕслев витĕр тухайман.

«Чăннипе, хĕлле юр лартнă тĕле мĕнпур усă куракан снегоходăн юсавлă, хатĕр пулмалла. Халĕ вĕсене пурне те çийĕнчех техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма вăхăт. Хытарсах калатпăр, свидетельство çуккисен йĕркене пăсса çул çине, уй-вăрмана е ытти вырăна вуçех тухма юрамасть. Çитес çулхи январĕн 29 – февралĕн 28-мĕшĕсенче «Снегоход» уйăхлăх ирттерме палăртнă. Профилактика операцийĕ вăхăтĕнче ку транспорт харпăрлăхçисем регистраци тата хăрушсăрлăх йĕркине пăхăннине, патшалăх техника тĕрĕслевне тухнине çирĕп тимлĕхе илĕпĕр», – асăрхаттарчĕ патшалăхăн аслă инспекторĕ Иван Тимофеев.

Ирина ЯКОВЛЕВА.     

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика