2017 çула культура тытăмĕнче ĕçлекенсем çĕршыври Экологи çулталăкне тата республикăри Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕсене тĕпе хывса вăй хунă. Пĕтĕмпе 10068 мероприяти ирттернĕ.
Чи паллă пулăмсенчен пĕри – апрельте районти культура çуртĕнче çĕнĕ кинозал уçăлни. Пĕтĕмпе 1426 киносеанс пулнă.
Августра Вăрнар чукун çул станцине пĕрремĕш пассажир поезчĕ килнĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа театрализациленĕ концерт иртрĕ. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче культура ĕçченĕсем Вăрнар районĕ 90 çул тултарнипе çыхăннă мероприятие пысăк хаваслăх кĕртрĕç.
Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Санар» фольклор коллективĕ Пенза облаçĕнче иртнĕ регионсем хушшинчи чăваш культурисен фестивальне, Мускавра пулнă чăваш «Акатуйне» хутшăннă. Ярмушкари «Шурăмпуç» фольклор ушкăнне Пушкăртстанра пĕтĕм чăвашсен «Акатуйĕнче» хапăлласа йышăннă. Çавăн пекех вăл Ульяновск облаçĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Поволжская глубинка» наци фестивалĕнче те пултарулăхне кăтартнă.
Историпе краеведени музейĕнче 20 курав ĕçленĕ. Библиотекăсенче 1882 культурăпа çутĕç мероприятийĕ иртнĕ. Ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсем 15 конкурсра 13 призлă вырăн çĕнсе илнĕ. Преподавательсен çитĕнĕвĕсем тата пысăкрах – 26 приз.
Иртнĕ çул Кив Шуртанти, Вăрманкасри, Ярмушкари, Мăн Явăшри, Хапăсри культура çурчĕсем юсавра çĕнелнĕ. Малти Ишекри клуба пуçаруллă бюджет программине кĕрсе юсанă.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |