Халăх тупăшне тĕрĕслĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.01.2018, 10:22 Просмотров: 565

Социаллă демографи ыйтăвĕсемпе Росстат кăçал та федераллă статистика асăрхавне ирттерет. Халăх тупăшне тата социаллă программăсене хутшăннине вăл суйлавăн январь–февраль уйăхĕсенче сăнать.

Раççейре кăçал 60 пин ытла кил хуçалăхне тĕрĕслĕç. Вĕсен адресĕсене суйлавлăн палăртнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, ыйтăма пирĕн республикăри 576 хуçалăх хутшăнать, вăл шутран 240-шĕ – яллă вырăнтан.

Суйлавлă сăнава пирĕн район та лекнĕ. Статистика ĕçченĕсем Кайри Тукай ялне çитĕç. Кунта пурăнакансем мĕнле шалу илни, мĕнле тытăмра ĕçлени, тупăш ăçтан илни, пенсисем, социаллă пособисем, социаллă программăсене хутшăнни, сахал тупăшлă çемьесене епле пулăшни çинчен ыйтса пĕлĕç, чухăнлăх шайне палăртĕç.

Сăнав хучĕсене çынсем каланă тăрăх çырса тултарĕç. Интервьюерсем – ятарласа вĕрентнĕ çынсем. Ыйтса пĕлни вăрттăнлăхра юлать, даннăйсемпе социаллă демографи тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле лару-тăрăва йĕркелеме усă кураççĕ.

Суйлавлă сăнав çавăн пекех Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенче, Патăрьел, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне районĕсенче иртет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика