Ĕç çынна илем кÿрет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2017, 13:40 Просмотров: 898

Елена Никитична Орешкина Вăрнар почтинче 36 çул пĕр улшăнмасăр тимлет. 36 çул сортировкăра тăрмашать. Çак вăхăтра ун аллисем витĕр миçе пин теçетке çыру, хаçат-журнал тухман-ши, шутласа та кăлараяс çук.

Аслă çынсем астăваççĕ ĕнтĕ – малтан, хăй вăхăтĕнче, почта валли хаçат-журнала, çырусемпе посылкăсене поездпа илсе çитернĕ. Чукун çул станцийĕнче ятарлă склад пулнă.

– Унтанпа чылай шыв-шур юхрĕ, улшăнусем пулса иртрĕç. Çĕнĕ капăр çуртра ĕçлеме пуçларăмăр. Паллах, хальхине ĕлĕкхипе танлаштараймăн. Ĕмĕрĕпех çак ĕçре тимленĕ те, хăнăхнă ĕнтĕ. Ик алла пĕр ĕç. Мана ĕç килĕшет. Эпĕ виçĕ пуçлăх ертсе пынипе, малтан И.Мамонтовпа, хыççăн Г.Зайцевапа, халĕ Геннадий Никитинпа ĕçлетĕп. Мана кÿрентерменшĕн тавтапуç, – сăпайлăн хуравлать Елена Никитична.

Вĕсем мăшăрĕпе – Николай Петровичпа – икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ мăнук çитĕнеççĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ чире пула çичĕ çул каялла пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Куç тулли ачисем, мăнукĕсем амăшĕ-кукамăшĕ патне тăтăшах килсе çÿреççĕ, пулăшаççĕ, пурăнма вăй-хал хушаççĕ.

Июлĕн 26-мĕшĕнче Елена Никитична 60 çул тултарчĕ. Ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕлĕш-тантăшĕсем, ĕçтешĕсем ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Çирĕп сывлăх, ăнăçу телей сунчĕç. Çапла пултăр!

Вера УБАКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика