Районти тăхăр хуçалăх республикăри чи лайăх 100 ял хуçалăх организацийĕн йышне кĕнине хаçатра пĕлтернĕччĕ. «Агро-100» рейтингăн пĕрремĕш йĕркине Вăрнарти аш-какай комбиначĕ йышăнни районта пурăнакансен чунĕсенче мăнаçлăх çуратрĕ.
Паллах, ку рейтинга пирĕн районтан тата ытларах хуçалăх кĕме пултарнă, анчах та вĕсен даннăйĕсем хаклав кăтартăвĕсен шайне тивĕçтермен.
Рейтинга кĕме документсене пĕтĕмпе 205 организаци тăратнă, 126-шĕ унта хутшăнма тивĕçнĕ. Пирĕн районтан тăхăр хуçалăха шута илнĕ, вĕсем пурте 100 чи лайăх ял хуçалăх организацийĕн йышне кĕнĕ.
Рейтингри вырăнсене пĕтĕмĕшле тăхăр критерие шута илсе палăртнă: акакан-лартакан лаптăкне, активсен çулталăкри вăтам баланс хакне, продукцие сутса тăвакан тупăшне, таса тупăша, 100 гектар çĕр пуçне илекен тупăша, 100 тенкĕ пуçне лекекен тупăша, ĕç тухăçлăхне, суту-илÿ рентабельлĕхне, ĕç çыннисен уйăхри вăтам шалăвне.
«Агро-100» рейтинга пуринчен ытла Елчĕк районĕнчи хуçалăхсем кĕнĕ, пĕтĕмпе – 16, Комсомольски районĕн – 12, Шупашкар районĕн – 10. Муркашсен пирĕн пекех тăххăр. Куславкка, Йĕпреç, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсен пĕрер хуçалăх çеç. Сĕнтĕрвăрри тата Улатăр районĕсен хуçалăхĕсем рейтингра вуçех çук.
Вăрнарти аш-какай комбиначĕсĕр пуçне ТОП-100 шутне кĕнĕ районти ытти хуçалăхсем: К.Маркс ячĕллĕ – 14-мĕш йĕрке, ертÿçи – Валерий Шумилов; «Мураты» – 31-мĕш йĕрке, ертÿçи – Геннадий Спиридонов; «Санары» – 38-мĕш йĕрке, ертÿçи – Роберт Петров; «Луч» – 54-мĕш йĕрке, ертÿçи – Вячеслав Ижелеев; «Янгорчино» – 64-мĕш йĕрке, ертÿçи – Геннадий Романов; «Победа» – 78-мĕш йĕрке, ертÿçи – Алевтина Семенова; «Агрохмель» – 79-мĕш йĕрке, ертÿçи – Борис Семенов, «Кольцовка» – 94-мĕш йĕрке, ертÿçи – Н.Ермолаева.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |