Хушма лаптăксене çĕнетеççĕ

Категория: АКТУАЛЬНО Опубликовано: 08.10.2026, 10:47 Просмотров: 14

Чăваш енри мĕнпур çул-йĕре нормативсемпе килĕшÿллĕн йĕркене кĕртессине республика Правительстви кулленех тĕрĕслевре тытать. Тĕрлĕ шайри çулсене юсас тата тивĕçлĕ пăхса тăрас ĕç «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ пулăшнипе калăпăшлă пурнăçланса пырать.

Бюджет тытăмĕнче палăртнă тăрăх, регионаллă тата муниципалитетсем хушшинчи çулсене тĕплĕ юсас тата пахалăхлă асăрхаса тăрас тĕллевпе 2026 çулта 4,0 млрд тенкĕ яма пăхса хăварнă. Укçа-тенкĕ хывăмĕ федераци енчен курăмлă - 2,7 млрд тенкĕ енне, республика бюджетĕнчен те - 1,3 млрд тенкĕ. Малтанлăха ку калăпăш хальхи регионаллă çулсен сечĕн диагностикине ирттерме, çул-йĕр сийĕн 77 километрне юсама тата транспорт юхăмĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ кĕпере реконструкци тума май панине палăртнă.

Каламалла, ку тĕллевпе уйăракан бюджет укçи-тенкине тухăçлă тăкаклама май килнĕ. Конкурс майĕпе перекетленнĕ укçана та çул-йĕр отрасльне ярĕç - палăртнинчен ытларах лаптăксене йĕркене кĕртĕç. Хушма ресурссем М-12 федераллă трассăн строительстви вăхăтĕнче арканнă çулсене юсассине хăвăртлатма пулăшĕç. Çав шутра - ку трассăна тунă чух усă курнă автоçулăн Вăрнар округĕ витĕр тухакан участокĕсене те. Перекетленнĕ укçана чи малтанах ку лаптăксене яни инфраструктура пахалăхĕшĕн, çавна май республика экономикин аталанăвĕшĕн, тата çынсен хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлине палăртать транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика