Хурăнсур Çармăсра Раççей Геройĕ Ф.В.Кузьмин ячĕллĕ культурăпа сывлăха çирĕплетекен центрта волейбол енĕпе кĕрхи турнир йĕркеленĕ. Хальхинче те вăл хĕрÿ иртнĕ. Вăйăсенче Йĕпреç округĕнчи «Красный партизан» команда çивĕчрех пулнă - Кубока тивĕçнĕ. Хурăнсур-çармăссен икĕ команди кĕмĕл тата бронза вырăнсене пайланă. Турнира ирттерме Валерий Шашков тата Михаил Кузьмин пулăшнă.
Октябрь 2026 |
