Пăртасра харăсах икĕ Асăну хăми уçăлчĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.10.2026, 10:07 Просмотров: 9

Ку вăл авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Çак кун, 50 çул каялла, районта малтисен ретĕнче тăнă, республика шайĕнче те паллă Мичурин ячĕллĕ колхоз председателĕн Александр Иванович Грибовăн чĕри йывăр чире пула яланлăхах тапма чарăннă. Шăп çак кун, аслашшĕ вилнĕ хыççăн 46 çултан, унăн мăнукĕ Саша Грибов та Украинăри ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Çапла вара иккĕшĕ те çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тăрăшса ялта ырă ят хăварчĕç: аслашшĕ – мирлĕ ĕçре, мăнукĕ - çĕнĕрен пуçĕсене çĕклеме пуçланă неонацистсемпе пыракан çапăçура.

Мероприятие пухăннисем малтанах культура çуртĕнче Грибовсен ячĕпе йĕркеленĕ курав материалĕсемпе паллашрĕç, кайран вĕсем пурăннă çурт умĕнче Асăну хăмисем уçнă çĕре хутшăнчĕç. Асăну хăмисене витнĕ чаршава сирекенĕсем Александр Ивановичăн ывăлĕ Владислав тата Пăртас территори пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров пулчĕç. «Çакăнта И.В.Мичурин ячĕллĕ колхоза 1958-1976 çулсенче пултаруллă ертсе пынă, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Хисеп Палли орденĕсене тивĕçнĕ Александр Иванович Грибов ?17.11.1932-25.09.1976% председатель пурăннă» - çырнă пĕр хăми çинче. Тепри - мăнукĕ ячĕпе уçни - çинче: «Çак çуртра ятарлă çар операцийĕнче халăхшăн çапăçса пуçне хунă, Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ Александр Анатольевич Грибов ?22.08.2000-25.09.2022% пурăннă» - тенĕ. Шкул ачисем хисеплĕ караулта тăчĕç. Малалли мероприятисем ялти масар çинче вĕсен вилтăприсем умĕнче пулчĕç, чечек кăшăлĕсем хунă май Александр атте священник панихида ирттерчĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ,

АПК ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика