Хĕл умĕн кишĕр акатпăр-и?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 08.10.2026, 10:22 Просмотров: 8

Ĕлĕкех хĕл умĕн ытларах ыхра çеç лартаттăмăр пулсан халĕ ытти кĕрхи пахчаçимĕçе акасси анлă сарăлчĕ. Сăмахран, юпа уйăхĕнче кишĕр акма юрать. Эпир вара паян кĕркунне кишĕр акнин лайăх енĕсемпе çитменлĕхĕсем çинчен каласа парăпăр.

Лайăх енсем:

кĕркунне акнă кишĕр çуркунне ир шăтса тухĕ, çавăнпа пахчаçимĕç тухăçпа 14–20 кун маларах савăнтарĕ,

хĕл умĕн акнă кишĕрĕн калчисем тикĕс. Вĕсене сайралатма кирлĕ мар темелле.

хĕл хыççăн тăпрара нÿрĕк нумай, çавăнпа кишĕр сĕтеклĕ те шултра ÿсет. Сывлăш температури пĕчĕк пулнăран çак пахчаçимĕçре сахăр ытларах пухăнать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Вячеслав АЛЕКСЕЕВ, Раççей ял хуçалăх центрĕн округри уйрăмĕн

тĕп агрономĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика